29 ноября 2008 г.
Çут çанталăкăн çирĕп йĕркине пурте пĕлеççĕ: çĕрлехи тĕттĕме сирсе ирхине шурăмпуçĕ çуталса килет, унтан хĕвелĕ те хĕрелсе тухса хăйĕн ăшшине çĕр - анне çине сапалать.
Çут çанталăк тивлечĕпе мăшăрсем пĕрлешеççĕ, çемье çавăраççĕ, пепке çуратаççĕ. Кашни çемьерех çут çанталăкри пекех çирĕп йĕрке пулмалла пек туйăнать. Çамрăксем ваттисене хисеплени, аслисем кĕçĕннисене пулăшса пыни, кĕçĕнни хăй те çемьере пулăшаканĕ пулнине ăнланни - çаксенче мар-и çирĕп çемье йĕркелĕхĕ? Çирĕп çемье вăл - çĕр-шыв çирĕплĕхĕ.
Этем обществинче ачасене воспитани парас ыйту мĕн ĕлĕкренпех чи малти вырăнта тăнă. Авалхи чăвашсем те, хăйсен ачисене ăслă-тăнлă çитĕнтерес тесе, хăйне евĕр педагогика - халăх педагогикине туса хунă. «Чи хаклă пуянлăх - ăс, ăна никам та хапсăнаймасть, никам та вăрлаймасть», - тесе вĕрентет авалхи каларăш. Ăслă-тăнлă çынна сĕм-авалах пысăка хурса хаклани курăнать кунтан. Ăспа пурăнакансен çемйинче те килĕшÿ хуçаланать. Мĕнпе виçме пулать-ши килĕшÿ хуçаланакан тулли çемьере çитĕнекен ача телейне? Ун пек çемьере ачасен кун йĕркине пăхăнса сывă, сăпайлă çитĕнме пур условисем те пур. Унашкал ача тантăшĕсене кÿрентермест, уроксенче тимлĕ итлесе ларать, ыйтусем çине тĕрĕс хуравсем парать, хăй тĕллĕн те нумай вĕренет. Ăслă-тăнлă çитĕнсе хăй те çирĕп çемье çавăрать. Туслă çемье, сывă ашшĕ-амăшĕ, телейлĕ ывăл-хĕрĕ, шанчăклă юлташ - пур-ши çĕр çинче çак пулăмсенчен хаклăраххи?
«Ачасем - пирĕн ватлăх. Тĕрĕс воспитани парас - телейлĕ ватлăх, япăх воспитани - пирĕн пулас хуйхă-суйхă, пирĕн куççуль, халăх умĕнчи, çĕр-шыв умĕнчи айăп», - тенĕ паллă педагог А.С.Макаренко. Воспитани ĕçĕнче сăмах кăна çителĕксĕр, сăмаха тĕслĕхпе çирĕплетмесен тухăç кĕтни кăлăхах, мĕншĕн тесен ача ашшĕ-амăшĕнчен вĕренет, çемьере хăй кунсерен курса ÿснине пурнăç çулĕ çине илсе тухать. Çирĕп те туслă çемьере пĕр-пĕрне ырă туса пулăшса пыни ачан чун-чĕре ăшшине вăйлатать, пурнăçĕнче хăват парса пырать.
Сакăр вунă çемьери çĕр ытла ача ăс пухать Чулкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта. Вĕсенчен тулли мар çемьере çитĕнекенсем те пур. Апла пулин те кашни ача обществăшăн юрăхлă çын пулса çитĕнтĕр тесе сахал мар тăрăшать шкул коллективĕ. Ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле çемье уявĕсем, тĕрлĕ тĕл пулусем, вăйăсем, экскурсисемпе походсем ирттереççĕ вĕрентекенсем.
2008-мĕш çул - Çемье çулталăкĕ вĕçленсе пырать. Анчах та кашни çемьере лăпкă та туслă лару-тăру, пĕр-пĕрин тăнăçлăхĕшĕн тăрăшни, пĕчĕк ачана та çын вырăнне хурса хисеплени нихăçан та ан иксĕлтĕр, çемье ăшши пур килте те хĕрÿленсе пытăр.