29 ноября 2008 г.
Çĕр çинче чи çывăх çын вăл - Анне. Унăн куçĕсенче çепĕçлĕх, ачашлăх, савăнăçлăх, хăш-пĕр чухне хурлăх та куратăн. Аннерен хакли никам та çук. Ахальтен мар ĕнтĕ эпир çĕр-шыв-анне, çĕр-анне тетпĕр. Пĕтĕмпех хĕрарăм-аннерен пуçланать. Апла пулсан çĕр-шывра та лăпкăлăх хуçаланĕ.
Райадминистрацин статистика пайĕ районта хĕрарăмсен йышĕ ытларах пулнине палăртать. Вĕсем паянхи куна 53,3 процент шутланаççĕ. Хĕрарăмсем арçынсемпе танлаштарсан ытларах пурăнаççĕ. Çак черчен хĕрарăмсем вăрçă çулĕсенче темĕнле йывăрлăхсене те тÿссе ирттернĕ. Акă илер-ха Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсене. Тылри ĕçсене ытларах чухне хĕрарăмсен пурнăçлама тивнĕ. Вĕсем пирĕн халĕ çулран-çул сахалланса пыраççĕ. Тăлăха юлнă салтак арăмĕсем - 300, Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем 11 хĕрарăм.
Пирĕн районта нумай ачаллă çемьесем - 327, вĕсенче 5 е ытларах ачаллисем 8 шутланаççĕ.
Районта хĕрарăмсен канашĕ 1960-мĕш çулсенче йĕркеленнĕ. Вăл вăхăтра та, халĕ те социаллă ыйтусене татса парассипе ĕçленĕ, халĕ те тăрăшса вăй хураççĕ. Унăн ĕç-хĕлĕ республикăри хĕрарăмсен канашĕн уставĕпе килĕшÿллĕн пулса пырать. Районти тĕп библиотекăра вунă çул ытла ĕнтĕ «Сударушка» хĕрарăмсен клубĕ ĕçлет. Ăна ертсе пыраканĕ - С.Щербакова библиотекарь. Çак клуба тĕрлĕ çулхи хĕрарăмсем хаваспах çÿреççĕ, пĕр-пĕринпе курнăçса тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе яваççĕ. Çемьесемпе те килеççĕ кунта. Кил-çурт хăтлăхĕ, тутлă апат-çимĕç хатĕрлесси, тĕрлĕ чечексем ÿстересси тата ытти те интереслентерет кил ăшшине тытса пыракансене.
Районти хĕрарăмсен канашĕн тĕп тĕллевĕ - мĕн пур хĕрарăмсене хÿтлĕх парасси, вĕсен проблемăлла ыйтăвĕсене татса пама пулăшасси. Çавăн пекех вĕсен хăш-пĕр чухне ăнăçсăр çемьери лару-тăрăва та пăхса тухма тивет. Кун пек чухне вĕсем амăшĕн правине, пĕрле пурăнакан çул çитмен ачисене хÿтĕлеççĕ, пулăшу параççĕ. Арапуçĕнчи çул çитмен реабилитаци центрне те кашнинчех çитсе курма тăрăшатпăр. Кунти ачасем валли канцеляри таварĕсем, теттесем, тум-тирсем пуçтарса паратпăр, концертсем йĕркелетпĕр. Унпа пĕрлех çак ялти ваттисен çуртĕнче те пулатпăр. Ватăсен ыйтăвĕсене татса пама тăрăшатпăр. Вĕсен пурнăç условийĕсемпе интересленетпĕр, май пур таран пулăшатпăр. Ял хĕрарăмĕсен нуши-терчĕ те пирĕншĕн ют мар. Çавна май районти хĕрарăмсен канашĕ «Мĕнле пурăнатăн, аякри ял?» ятпа кашни ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе канашлу ирттерет. Акă нумаях пулмасть Пысăк Енккассинчи, Арапуçĕнчи ял тăрăхĕсенче пулса унта пурăнакан хĕрарăмсен ĕç условийĕсемпе, пурнăçĕпе паллашнă. Ĕçсĕр тăрса юлнисемпе калаçу ирттернĕ. Ку е вăл проблемăлла ыйтусемпе çавра сĕтел, кану каçĕсем, уявсене халалласа концертсем ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçал пурĕ 20 хĕрарăма тĕрлĕ енлĕ пулăшу панă. Çак ĕç малалла пырать.
Амăшĕн кунĕ çывхарса килнĕ май районти мĕн пур хĕрарăмсене, амăшĕсене çак уявпа саламласа ырлăх-сывлăх, чăтăмлăх, юрату, çемьере килĕшÿ сунатăп.