29 ноября 2008 г.
Федерацин «Ветерансем çинчен» «Раççей Федерацийĕнче инвалидсене социаллă хÿтлĕх парасси çинчен» саккунĕсемпе килĕшÿллĕн, федерацин 2004 çулхи август уйăхĕн 22-мĕшĕнчи 122-мĕш саккунĕ вăя кĕриччен, медицина кăтартăвĕсене тĕпе хурса инвалидсене автомобиль пама палăртнă. Çав вăхăт тĕлне инвалидсенчен хăшĕ-пĕрне транспорт хатĕрĕпе тивĕçтерейменнипе патшалăх ку ыйтăва татса парасси хăйĕн обязательстви пулнине пĕлтернĕ. 2005 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне шута илнĕ, черетре тăракан инвалидсен списокне федераци регистрне кĕртнĕ.
РФ Президенчĕн 2008 çулхи май уйăхĕн 6-мĕшĕнчи «Инвалидсене социаллă хÿтлĕх памалли хăш-пĕр мера çинчен» 685-мĕш Указĕ тăрăх сусăрсене 2008-2009 çулсенче транспорт хатĕрĕпе тивĕçтерессине вĕçлеме йышăннă. Асăннă документпа килĕшÿллĕн кăçал автомашинăна е ун вырăнне пĕр хут уйăракан 100 пин тенкĕ компенсацие вăрçă инваличĕсем, инвалида тухнă реабилитациленĕ çынсем, чернобылецсем илеççĕ.
ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви ыйтнипе республикăна «Лада-21074» автомобильсем илсе килнĕ. Ăна пирĕн районта Аслă Отечественнăй вăрçăн 4 инваличĕ тивĕçнĕ. Унсăр пуçне пĕр хут уйăракан 100 пин тенкĕ компенсацие вăрçăра пулнă 8 инвалида панă.