26 ноября 2008 г.
Фашистла Германи пĕр систермесĕр пирĕн çĕр-шыв çине вăрçăпа тапăнса кĕрсен, совет халăхĕ тăшмана хирĕç кар! тăнă. Вăрçă пушарĕ Çурçĕр тинĕсĕнчен пуçласа Каспи тинĕсĕ таранах хыпса илнĕ. Верховнăй Главнокомандующи Сталин совет халăхне тăшмана çапса аркатма чĕнсе каларĕ. Фронтсенче ĕçе йĕркелесе пыма Оборона комитечĕ те пуçăнать. Çурçĕрти, Инçетри, Кăнтăрти фронтсене ертсе пыма Ворошилова, Буденнăя, Тимошенкăна çирĕплетеççĕ. Пирĕн салтаксем, летчиксем, артиллеристсем хăюллăн çапăçма пуçлаççĕ. Тăшман Мускав патнелле çывхарсан хулана хÿтĕлеме халăх хастаррăн çĕкленчĕ. «Пурте-фронт валли, пурте - çĕнтерÿ тума!», çапла лозунг пулнă вăл вăхăтра. Хĕрлĕ Çар валли танксем, самолетсем, карапсем тума укçа пухнă. Ял халăхĕ фронт валли ăшă тум-тир ярса панă. Мускав çыннисем, вăл шутра Кавалсем те ополчени полкĕсем йĕркеленĕ. СССР тулашри суту-илÿ министерствинче ĕçленĕ П.Т.Макаров, Карпов ячĕллĕ хими завочĕн инженерĕ, директорĕ М.С.Пушев ополчени полкĕсем йĕркелесе фашистсене Мускавран хăваланă. Чукун çул наркомĕн заместителĕ А.А.Кудрявцев Мускава хÿтĕлекенсене хăй енчен пулăшса тăнă.
Пĕтĕм çĕр-шыв Октябрь уявĕ 24 çул тултарнине анлăн паллă турĕ. Çав кун Хĕрлĕ площадьре пулнă парада епле манăн-ха. Вĕсен хушшинче академире вĕреннĕ Вячеслав Винокуров герой, пирĕн ял каччи Ермолай Белков подполковник та пулнă.
Тăшмана Атăл урлă ямăпăр тесе чăваш халăхĕ окопсем чавма тытăннă. Астăватăп: эпир, кавалсем, октябрь уйăхĕнче Кĕçĕн Энĕш юхан-шывĕ хĕрринчи Аслă Чак ялне çитсе вырнаçрăмăр. Пирĕн ялтан сакăр бригада çыннисем. 8-мĕш бригадăран эпир 21 çын: 11 хĕрарăм, 10 арçын. Бригадирĕ Федор Молокин, пурте пĕр урамра пурăнтăмăр. Пирĕн ĕç хатĕрĕсем: кĕреçе, лум, савăл, кувалдă, наçилкке. Энĕш хĕррипе чавса тăприне шыв хĕрне купаламалла. Çапла вара 8 метр çуллĕш стена пулса тăрать, тăшман танкне тытса чарма пултарать. Декабрь варринче Вася Морозов госпитальтен сывалса килчĕ. Вăл Брест крепоçĕнче çапăçнă. Фронтра Петр Ялкир поэтпа та тĕл пулнă мĕн. Аслă Чак хĕрĕсем - Анфиса, Аня, Валя питĕ кăмăллă хĕрсемччĕ. Эпĕ аманса таврăнсан мана курма Валя яла килчĕ. Маншăн питĕ кулянчĕ. «Эпĕ саншăн ĕмĕрĕпех шанчăклă тус пулма та хатĕр. Тăшмана тĕп тăватпăрах», - терĕ. Унтан вăл хăй ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. Фронтран мана кĕтсе илме сăмах парса хăйĕн сăмахне пурнăçлакан Пăвакасси хĕрĕ Вера пулчĕ. Тем пекех тавтапуç ăна. Фашизма тĕп турăмăр. Европăри мĕн пур халăха ирĕке кăлартăмăр. Паян эпир мирлĕ пурнăçпа пурăнатпăр.
Çĕр-шывшăн пуçне хунă салтаксене, офицерсене халăх нихăçан та асран ярас çук. Çĕнтерÿпе килнисене ĕмĕр-ĕмĕр чыс та мухтав.