26 ноября 2008 г.
Вăрмар районĕнчи «Урмарытеплосеть» муниципаллă унитарлă предприяти 2008 - 2009 çулсенчи хутса ăшăтмалли сезона пĕр кăлтăксăр пуçăнчĕ. Анчах та хваттер хуçисенчен чылайăшĕн коммуналлă пулăшушăн тÿлемелли парăм çав-çавах чакмасть. Кăçалхи ноябрĕн 18-мĕшĕ тĕлне çак парăм 1 миллион та 383 пин тенкĕпе танлашнă. Кун пек чухне çÿлерех асăннă предприятие ĕçлеме пушшех те йывăр. Чылайăшĕн парăм 20-30 пинрен те иртсе кайнă, 50 пине çитнисем те пур. Чулкас ялĕнчи Новая урамра пурăнакан 32 çын коммуналлă пулăшушăн вăхăтра тÿлеменнине пула 2008 çулхи ноябрĕн 18-мĕшĕ тĕлне 285 пин тенкĕ парăма кĕрсе ÿкнĕ. Вĕсенчен çак урамра 2-мĕш çуртра, 9-мĕш хваттерте пурăнакан А.Ефимов парăмĕ 33 пин те 921 тенке çитнĕ. Ку çуртрах 10-мĕш хваттерти Н.Петрован 30 пин те 416 тенкĕ тÿлемелле. Çÿлерех асăннă граждансем 2006 çултан пуçласа паянхи кунччен те пĕр пус та тÿлемен. Çак урамра пурăнакан коммуналлă пулăшушăн тÿлемен хăш-пĕр хваттер хуçисем пирки Вăрмар район судне 7 ĕç тăратнă. Суд вĕсем пирки тивĕçлĕ решени йышăннă, укçа-тенкĕ шыраса илмелле тунă. Кăçалхи ноябрĕн 18-мĕшĕнче суд приставĕсемпе пĕрле Чулкасри Новая урамри иккĕмĕш çуртра пурăнакансем патĕнче пулнă. Коммуналлă пулăшушăн тÿлемен хваттер хуçисенчен 10 пин тенкĕ шыраса илнĕ. Çак ĕç малалла пырать.
Вăрмар поселокĕпе илес пулсан чылай абонент парăмсене татма шутламасть. Çавна май парăмçăсем пирки Вăрмар район судне 58 ĕç тăратнă. Тепĕр 10 ĕç суда тăратма хатĕрлетпĕр. Поселокпа илес пулсан коммуналлă пулăшушăн тÿлеменнисем йышлă. 2008 çулхи ноябрĕн 18-мĕшĕччен тÿлеменнисем: С.Волков (Некрасов урамĕ, 10-мĕш çурт, 2-мĕш хваттер) - 14 пин те 132 тенкĕ, И.Егорова (Порфирьев урамĕ, 9-мĕш çурт, 25-мĕш хваттер) - 3 пин те 59 тенкĕ, Ю.Ефремов (Порфирьев урамĕ, 3-мĕш çурт, 6-мĕш хваттер) - 16 пин те 334 тенкĕ, В.Ефремов (Порфирьев урамĕ, 2-мĕш çурт, 8-мĕш хваттер) - 29 пин те 145 тенкĕ, Ю.Иванов (Заводская урамĕ, 41-мĕш çурт, 6-мĕш хваттер) - 22 пин те 526 тенкĕ, М.Иванова (Заводская урамĕ, 22-мĕш çурт, 2-мĕш хваттер) - 17 пин те 417 тенкĕ, Э.Ильин (Заводская урамĕ, 44-мĕш çурт, 25-мĕш хваттер) - 20 пин те 976 тенкĕ, А.Краснова (Порфирьев урамĕ, 2-мĕш çурт, 14-мĕш хваттер) - 26 пин те 316 тенкĕ, Е.Краснова (Заводская урамĕ, 35-мĕш çурт, 9-мĕш хваттер) - 11 пин те 683 тенкĕ, Н.Кузьмин (Заводская урамĕ, 42-мĕш çурт, 18, 20-мĕш хваттерсем) - 23 пин те 562 тенкĕ, Л.Николаева (Заводская урамĕ, 42-мĕш çурт, 32-мĕш хваттер) - 11 пин те 369 тенкĕ, Н.Петров (Заводская урамĕ, 42-мĕш çурт, 53-мĕш хваттер) - 17 пин те 595 тенкĕ, Г.Петрова (Порфирьев урамĕ, 4-мĕш çурт, 8-мĕш хваттер) - 21 пин те 943 тенкĕ, И.Петряков (Порфирьев урамĕ, 13-мĕш çурт, 1-мĕш хваттер) - 18 пин те 777 тенкĕ, Р.Савинов (К.Иванов урамĕ, 2-мĕш çурт, 7-мĕш хваттер) - 7 пин те 612 тенкĕ, Н.Семенов (Заводская урамĕ, 35-мĕш çурт, 10-мĕш хваттер) - 10 пин те 448 тенкĕ, С.Семенова (Школьнăй тăкăрлăкĕ, 6-мĕш çурт, 8-мĕш хваттер) - 17 пин те 706 тенкĕ, И.Серина (К.Иванов урамĕ, 2-мĕш çурт, 19-мĕш хваттер) - 8 пин те 923 тенкĕ, М.Степанов (Заводская урамĕ, 43-мĕш çурт, 15-мĕш хваттер) - 18 пин те 167 тенкĕ, М.Степанов (Мир урамĕ, 1-мĕш çурт, 12-мĕш хваттер) - 10 пин те 824 тенкĕ,Н.Тимофеева (Порфирьев урамĕ, 5а çурт, 20-мĕш хваттер) - 14 пин те 637 тенкĕ, С.Толмачев (Заводская урамĕ, 42-мĕш çурт, 29-мĕш хваттер) - 16 пин те 554 тенкĕ, А.Тувалкина (Заводская урамĕ, 33-мĕш çурт, 2-мĕш хваттер) - 13 пин те 309 тенкĕ, Т.Тувалкина (Заводская урамĕ, 35-мĕш çурт, 37-мĕш хваттер) - 7 пин те 786 тенкĕ, А.Федоров (К.Иванов урамĕ, 3-мĕш çурт, 11-мĕш хваттер) - 15 пин те 366 тенкĕ, Г.Федорова (Порфирьев урамĕ, 9-мĕш çурт, 18-мĕш хваттер) - 10 пин те 666 тенкĕ, Ю.Яковлев (Заводская урамĕ, 42-мĕш çурт, 26,28-мĕш хваттерсем) - 22 пин те 498 тенкĕ. Çÿлерех асăннă граждансем 2006 çултанпа «Урмарытеплосеть» муниципаллă унитарлă предприятине коммуналлă пулăшушăн пĕрре те килсе тÿлемен. Кăçал 65 парăмçă (пурĕ 623 пин тенкĕлĕх) пирки Вăрмар район судне ĕç тăратнă. Суд решенийĕпе килĕшÿллĕн 207 пин тенкĕ шыраса илнĕ. Çак ĕç малалла пырать.
Парăмçăсен айăпĕпе юсав ĕçĕсене пахалăхлă пурнăçлама йывăртарах. Вĕсем ура хурса пынипе ăшăпа тивĕçтерекен предприятин малалла аталанма май та çук.
Хисеплĕ хваттер хуçисем! Малашне те хваттерсенче ăшă пултăр тесен коммуналлă пулăшушăн вăхăтра тÿлеме, парăм пуррисем ăна кашни уйăхра татса пыма тăрăшăр. Эпир парăм пур хваттер хуçипе ăна татса пырассипе килĕшÿ тăватпăр. Çавăнпа та коммуналлă пулăшушăн вăхăтра тÿлеймен хваттер хуçисем пирĕн пата пырса килĕшÿ тума пултараççĕ.