26 ноября 2008 г.
Кăçалхи ноябрĕн 10-20-мĕшĕсенче Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин комиссийĕ районти шалти ĕçсен пайĕн 5 çулхи ĕç-хĕлне комплекслă тĕрĕсленĕ. Итогсене пĕтĕмлетме ирттернĕ анлă канашлăва ЧР Шалти ĕçсен министрĕн заместителĕ - штаб начальникĕ - С.Белоусов, штаб инспекцийĕн начальникĕ Н.Ефремов, штаб инспекцийĕн тĕп инспекторĕ Б.Морозов, район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕ Ю.Соколов, район прокурорĕ С.Павлов, районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ И.Константинов, районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем хутшăнчĕç.
Тĕрĕслÿ итогĕсемпе республикăри Шалти ĕçсен министерствин штаб инспекцийĕн начальникĕ Н.Ефремов паллаштарчĕ. Вăл çакна палăртрĕ: районти шалти ĕçсен пайĕн коллективĕ преступление хирĕç кĕрешес, право йĕркине тата хăрушсăрлăха çирĕплетес, право йĕркисене пăсасран профилактикăлла ĕçсем туса ирттерес, Шалти ĕçсен министерствин тата районти пайĕн организациллĕ мероприятисен тĕп планĕсене пурнăçа кĕртес, çавăн пекех Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Президенчĕсен Çырăвĕсенче кăтартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртес енĕпе хăш-пĕр ĕçсем туса ирттерет. Çав вăхăтрах уйрăм çитменлĕхсем çинче чарăнса тăчĕ.
Канашлура районти шалти ĕçсен найĕн начальникĕн пĕрремĕш заместителĕ Ю.Михеев, общестăлла хăрушсăрлăх милицийĕн начальникĕ А.Яранов, районти шалти ĕçсен пайĕ çумĕнчи следстви пайĕн начальникĕн ĕçĕсене туса пыракан С.Корнилов, штаб начальникĕ О.Никифоров, районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн тыл енĕпе ĕçлекен пулăшуçи А.Михайлов, начальникăн кадрсемпе ĕçлекен пулăшуçи А.Герасимов, милицин участокри уполномоченнăйĕсемпе ĕçлекен пайĕн начальникĕ О.Муткин, ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ А.Кондратьев, милицин Вăрмар хула тăрăхĕн уполномоченнăйĕ А.Фирсов отчетсем туса пачĕç, тĕрĕслÿ вăхăтĕнче тупса палăртнă çитменлĕхсене пĕтерес тĕлĕшпе туса хатĕрленĕ планĕсемпе паллаштарчĕç.
Районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ И.Константинов коллектив умри тĕллевсене пурнăçлама мĕн пур вăй-хала пани, инспекци тĕрĕслевĕ вăхăтĕнче кăтартса хăварнă çитменлĕхсене пĕтерме туса ирттермелли ятарлă мероприятисен планне туса хатĕрлени тата ăна пурнăçа кĕртме тытăнни çинчен пĕлтерчĕ.
- Районта преступление хирĕç кĕрешессине тата право йĕркисене пăсасран профилактикăлла ĕçсем туса ирттерессине Раççей Шалти ĕçсен министерствин Директивин требованийĕсемпе килĕшÿллĕн туса пыратпăр. Коллектив умра тăракан тĕллевсене пурнăçлама пултарать. Пурин те кăçалхи çулталăка, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, лайăхрах кăтартусемпе вĕçлессишĕн мĕн пур пĕлĕве, пултарулăха, ăсталăха памалла, - терĕ хăйĕн сăмахне вĕçлесе Игорь Геннадьевич.
Район прокурорĕ С.Павлов хăйĕн сăмахĕнче ĕçе пахалăхлă пурнăçламалли, тĕрĕслÿ вăхăтĕнче тупса палăртнă кăлтăксене пĕтерме çирĕп мерăсем йышăнмалли çинчен каларĕ.
Канашлăва министр заместителĕ С.Белоусов пĕтĕмлетрĕ. Тĕрĕслÿ комиссийĕн йышăнăвĕпе районти шалти ĕçсен пайĕн пилĕк çулхи ĕç-хĕлне «вăтам» паллă парса хаклани çинчен пĕлтерчĕ. Çав вăхăтрах шалти ĕçсен пайĕ умне задачăсем кăларса тăратрĕ. «Раççей шалти ĕçсен министерствин Директив требованийĕсене çирĕп пурнăçласа пымалла, право йĕркисене пăсассинчен профилактикăлла ĕçсене лайăхлатмалла. Сотрудниксен вĕренĕвне кирлĕ шайра йĕркелемелле, занятисем ирттерме министерство представителĕсене, прокуратурăпа суд ĕçченĕсене явăçтармалла, çитес çул Республика кунне сирĕн районта ирттернĕ май ăна пур енчен те тĕплĕн хатĕрленсе çÿллĕ шайра ирттермелле», - терĕ канашлăва вĕçлесе Сергей Николаевич полковник.