АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 56 çул илсе тăратăп

26 ноября 2008 г.

 

Районта тухса тăракан «Хĕрлĕ ялав» хаçат маншăн чун ăшши. Эпĕ ун тăрăх районти нумай хыпарсене пĕлсе тăратăп. 83 çула çитсе пыратăп. Çулпа çамрăк мар пулин те, ман чун ватă мар-ха. Район хыпарçине 56 çул хушши илсе тăратăп. Хам виличченех илсе тăма сăмах паратăп. Мĕншĕн тесен унта ырă кăмăллă, сăпайлă çынсем ĕçлеççĕ. Редакцие пыракансене яланах ăшшăн кĕтсе илеççĕ. Эпĕ редакцире 10 çул хушши счетовод-кассир пулса ĕçлерĕм. Ун чухне хаçат редакторĕнче Г.Матвеев вăй хуратчĕ. Пинер çынни А.Казанов литература сотрудникĕ пулса, Г.Чернов ял хуçалăх пайĕнче тăрăшатчĕç. Хаçат вăл маншăн çивĕч сигнал пулнă. Ялсене тухса çÿресе тĕрĕслĕхшĕн тăрăшнă, чуна парса ĕçленĕ. Эпĕ çырнă материалсенче тĕрĕсмарлăха критиклени пулнă.

Район хаçачĕ - пирĕн хаçат. Вăл кашни килтех пулмалла.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика