26 ноября 2008 г.
Нумаях пулмасть республикăри культура ĕçченĕсем Белгород облаçне çитсе унти культура вучахĕсен ĕç-хĕлĕпе тĕплĕн паллашрĕç. Вĕсен йышĕнче эпĕ те пултăм. Палăртма кăмăллă: ку облаç культура учрежденийĕсене çĕнетессипе Раççей регионĕсемпе илес пулсан малтисен ретĕнче. Пирĕн республикăра та социаллă программăсем ăнăçлă ĕçлесе, ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн Указĕсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Пирĕн тăрăхра çак программăсемпе уйрăмшарăн ĕçлеççĕ пулсан, Белгород облаçĕнче вара вăл комплекслă пулса пырать. Чăваш тăрăхĕнче «Культура» сăмах ытларах чухне культура çурчĕсен, библиотекăсен ĕç-хĕлĕпе çыхăннă пулсан, Белгород тăрăхĕнче «Культура» ăнлав унта пурăнакансен шучĕпе анлăрах тесен те йăнăш пулмĕ. Çавăнпа та вĕсен ĕçĕ комплекслă пулса пырать. Чи малтанах çак тăрăхра пурăнакансем хăйсен ĕç-хĕлне тавралăха тирпей-илем кĕртессинчен пуçланă. Облаçри культура учрежденийĕсем мĕнлерех лару-тăрура пулнине те пăхса тухнă. Вăхăт иртнĕçемĕн вĕсем юхăнса ларнине палăртнă. Çавна май Белгород облаçĕн губернаторĕ инфраструктурăна аталантарассипе, культура вучахĕсене çĕнетессипе, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсене, спорт комплексĕсем уçассипе, ял хуçалăхне, промышленноçа аталантарассипе решени йышăннă. Ăна тĕпе хурса ку облаçра культура çурчĕсем валли облаç -50, вырăнти бюджет 50 процент укçа-тенкĕ уйăрса тĕпрен çĕнетнĕ. Çапла вара кашни çулах пĕрер тĕслĕх культура çурчĕ уçăлса пынă.
Пирĕн республикăра та культура вучахĕсене çĕнетессипе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн «Чăваш Республикинче ялти культура учрежденийĕсене аталантарас енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен» Указĕ пире пысăк яваплăха туйса ĕçлеме хистет. Указ кăларни ялти культурăна çирĕп тĕрев парать. Хальхи вăхăтра вĕсене информатизацилес, пурлăхпа техника базине пуянлатас ĕç пырать.
Белгород облаçĕнчи культура учрежденийĕсенче пулса курнă май, çакна асăрхарăм: кунта культурăллă мероприятисем ирттернипе пĕрлех сывлăха çирĕплетме спортзал, çемьепе канма кафе те пур. Унсăр пуçне кашни культура çуртĕнче тĕслĕх библиотека, ЗАГС вырнаçнă.
Ял хуçалăх отраслĕнче те пысăк ÿсĕмсем тăваççĕ. Çулсеренех тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем, сахăр кăшманĕ тухăçлă çитĕнтереççĕ. Вĕсем йĕркеленĕ «Агрохолдинг» ял хуçалăхĕ туса илнĕ продукцине вырнаçтарса тăрать.
Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх отраслĕ те лайăх ĕçлесе пынине палăртмалла. Кашни урамра, аслă çулсен айккипе çÿп-çап контейнерĕсем вырнаçтарнă. Районсенче пурăнакансем тавралăха тирпей-илем, хăтлăх кĕртессипе чылай тăрăшаççĕ. Кашни çулах йывăç-тĕм, тĕрлĕ чечексем лартаççĕ. Пĕтĕмĕшле каласан пирĕн вĕсенчен вĕренмелли чылай.
Пирĕн районта та ку тĕлĕшпе чылай ĕçсем тăваççĕ. Çитес çул Республика кунĕ Вăрмар тăрăхĕнче пулнă май поселока, ялсене сăн кĕртессипе паянах ĕçе пуçăнмалла.
Ялсенчи культура вучахĕсене илес пулсан, хальхи вăхăтра вĕсене çĕнетессипе тăрăшаççĕ. Арапуçĕнчи, Чулкасри культура çурчĕсене, поселокри Культурăпа кану центрне юсассипе ĕçсем пыраççĕ. Районти 43 культура учрежденийĕнчен саккăрăшне «çут çанталăк ырлăхĕ» кĕртнĕ. Тепĕр 11 культура вучахне çитес çулсенче кĕртме палăртаççĕ. Ыттисене электричество вăйĕпе тата çĕр кăмрăкĕпе ăшăтаççĕ. Ялти культура çурчĕсене те çĕнетессипе тăрăшатпăр. Вырăнти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те ку енĕпе пысăк тимлĕх уйăрасса шанатпăр.
Юлашкинчен çакна палăртмалла: Чăваш Ен культурăна упраса хăварас тата аталантарас енĕпе тĕллевлĕ программăна пурнăçа кĕртме тăрăшатпăр.