АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Артист пулма çăмăл мар

22 ноября 2008 г.

 

В.Павлов - Кĕтеснерти шкул ачи. Пиччĕшĕсем хыççăн юлнă «полевой» сумккана кирлĕ хатĕрĕсене чикет те килтен тухса чупать. Паян уроксем хыççăн «Илемлĕ ÿкерÿ» кружок пулать. Çакă хĕпĕртеттерет ачана. Ĕнер вăл киле панă ĕçсене туса пĕтерсенех урама выляма та тухмарĕ, амăшне пулăшас тесе тарасаран икĕ витре шыв ăсса килчĕ те каллех сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ. Аллинче тĕслĕ кăранташсен пуххи, вăл кирлине шыраса тупрĕ те хута сармаклама пуçларĕ.

Учитель Ваççана хитре ÿкеретĕн тесе хавхалантарсах тăрать, ÿссен художник пулăн-ха тесе кăмăлне çĕклет.

Çут çанталăка сăнарлă курма пĕлни урăх ĕçре пулăшать - кĕтмен-туман çĕртен Вася Павлов артист пулса тăрать.

«Эпĕ ун чухне Музыка театрĕнче юрлаттăм. Вася шăллăм çуллахи каникул вăхăтĕнче Шупашкара килчĕ. Ачи, шыв сапса тăнă пекех, пит хăвăрт ÿссе пырать те, тум-тир таврашне «юсаса» тăмалла. Халиччен вăл пиччĕшĕсенчен юлнă тум-тирпе çырлахкаланă-ха. Йышлă çемьере ÿсрĕмĕр те лавкка тум-тирне ытлах кураймарăмăр. Йăрăс кĕлеткеллĕскер, хăй çулĕнчен аслăрах та курăнать, ăна чăн-чăн каччă тăвас терĕмĕр, лавккана шăлавар, кĕпе туянма кĕтĕмĕр. Манăн шăллăма Пукане театрĕн директорĕ Иван Ксенофонтов асăрханă та куç хывнă иккен. «Пирĕн театра шăпах çакăн пек каччă кирлĕ тесе тăрать», - куларах аса илет Фаина Ивановна, В.И.Павловăн аппăшĕ, халĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, Оперăпа балет театрĕн солистки.

Акă пĕрремĕш роль. «Кĕлпике» юмахра асамçă пулма вĕренекен Паж сăнарне кăтартмалла. Пысăках та мар ролĕ - пĕрремĕш хут вĕт сцена çинче. «Пултарайăп-ши, ăнăçĕ-ши?» - тесе мĕн чухлĕ шухăшламан пулĕ. Пăшăрханма сăлтавĕ те пур - кураканĕсем ачасем вĕт, вĕсем лайăххине лайăх теççĕ, начаррине... Ăнăçлах иртет спектакль, лачкам тара ÿкнĕ çамрăк артиста аслисем алă тытсах саламлаççĕ.

1971 çулта В.И.Павлова Çамрăксен театрне куçма ÿкĕтлеççĕ.

Артист вылянă тĕп рольсене асăнар-ха: «Ялта» - Ванюк, «Аслă ывăл» - Бусыгин, «Юратма пĕлекенсем телейлĕ» - Ильин, «Туй каçĕ» - Артур, «Вăрланă телей» - Михайло, «Çĕпĕр дивизийĕ» - Якур мучи, «Шупашкарти савни» - Çтаппан тата ыттисем те. В.Павловăн чи ăнăçлă рольсенчен пĕри вăл - Е.Еллиевăн «Пирĕн телей çавнашкал» драми тăрăх лартнă спектальте Çемен ролĕ. Чăвашлăх арканни, халăхăн нацилле сăн-сăпачĕ йăшни - çак ыйтусем хумхантараççĕ Çемене. Артист çавна витĕмлĕ сăнарлама пултарнă. Е тата М.Угаринăн «Ах, кăйкăрăм» спектальти военком сăнарĕ. Артист кунта та чăвашлăх ыйтăвне хускатакан сăнара ăста кăтартать.

Кĕтеснертен Шупашкара çÿремешкĕн çулĕ инçех те мар. Çулĕ инçех те мар та вăхăчĕ сахалрах. Артистăн куллен тенĕ пекех, каçсерен тенĕ пекех сцена çине тухмалла. Çулсерен гастроль маршручĕсем те анлăланаççĕ. Чăваш артисчĕсене аякра та, çывăхра та пурăнакан йăхташăмăрсем кĕтеççĕ, Мускавĕ, Санкт-Петербургĕ йыхравлать. Апла пулин те Чăваш халăх артисчĕ, янташăмăр, Кĕтеснер чăвашĕ Василий Иванович Павлов хамăр ене çÿремешкĕн май-самантне тупатех. Акă вĕсем, виçĕ пĕр тăван: Фаина Ивановна, Николай Иванович, Василий Иванович артист пулса тăнăскерсем, тăван ял-йыш ытамне лекеççĕ, карталанса чăваш юрри янăртаççĕ...

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика