АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йышлă та пултаруллă коллектив

22 ноября 2008 г.

 

1918 çулхи ноябрĕн 13-мĕшĕнче Раççей журналисчĕсен Союзне йĕркеленĕ. Çак кун РОСТ комиссарĕ Л.Старк Совет журналисчĕсен пĕрремĕш съездне уçнă. Паллах, Раççейре унччен журналистсем пулманнине пĕлтермест ку. Акă 1910 çултах Петербургра иртнĕ çыравçăсен съездĕнче пичетре ĕçлекенсен профессиллĕ пĕрлешĕвне йĕркелес ыйтăва пăхса тухнă. Вăрмар районĕнче СССР журналистсен Союзĕн пуçламăш организацийĕ 1971 çулхи март уйăхĕнче йĕркеленет.

Чи малтанах районти журналистсен ретне А.Хованский тăнă. Союза кĕме ăна 1971 çулта Г.Мальцев писательпе республикăри «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн парти пайĕн заведующийĕ А.Крысин рекомендаци параççĕ. Ун хыççăн А.Павлов (1972 çул) тата А.Белова (1973 çул) журналистсен Союзĕн членĕсем пулса тăраççĕ. Виçĕ членран журналистсен пуçламăш организацине йĕркелеççĕ. Унăн пĕрремĕш председателĕ пулма А.Беловăна суйлаççĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн пуçламăш организацин йышĕ хушăнсах пырать. 1980 çулта журналистсен ретне В.Андреевпа И.Иванов, 1981 çулта - В.Миронов, 1982 çулта - Н.Васильев, 1983 çулта - В.Афиногеновпа П.Петров тăраççĕ. Çапла вара 1984 çул тĕлне редакцири пуçламăш организаци 8 члена пĕрлештерсе тăрать.

Паянхи кун тĕлне «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ çумĕнчи организацие 13 çыравçă кĕрет.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика