22 ноября 2008 г.
«Чăвашсетьгаз» акционерсен уçă обществин «Куславккамежрайгаз» филиалĕн Вăрмарти газ участокĕн начальникĕн Н.Васильевăн пÿлĕмĕнчи шăплăха телефон сасси татрĕ.
- Шăхальтен шăнкăравлаççĕ. Хăй вăхăтĕнче çут çанталăк газĕ кĕртсе ĕлкĕреймерĕç. Ун пеккисем ытти ялсенче те пур. Кăçалхи вунă уйăхра уйрăм 115 кил хуçалăхне «кăвак çулăм» çитертĕмĕр. Çавăн чухлех газ кĕртме хатĕрлесе хунă, - пĕлтерме васкарĕ Николай Георгиевич.
«Чăваш Республикин Президенчĕн 2003 çулхи «Чăваш Республикин ялĕсене газ кĕртессине вĕçлесси çинчен» Указне пурнăçласа районта пурăнакан 7880 çын çут çанталăк газĕпе туллин усă курать. Вăрмар поселокĕнче пурăнакансенчен 91,6 проценчĕ, ялсенче 72 проценчĕ газпа усă кураççĕ», - калаçăва малалла тăсать газ участокĕн начальникĕ.
41 çынран тăракан коллектива ăнăçлă ертсе пырать пуçлăх. Çавăнпа ĕнтĕ вĕсем кашниех яваплăха туйса вăй хураççĕ. Кашни кун (канмалли кунсемсĕр пуçне) ирхине ирттерекен планеркăсенче ĕнер туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетеççĕ, паянхи задачăсене палăртаççĕ.
Хуть те ăçта та ĕç ăнăçлăхне кадрсем татса параççĕ. Шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыракансем сахал мар. А.Романов аслă мастер, Б.Филиппов слесарь, Н.Лаврентьев водитель, Л.Егорова диспетчер, М.Кузьмина кладовщица тата ытти хăш-пĕр рабочисемпе специалистсем ырă ĕçшĕн тав сăмахне тивĕç.
Камăн монтаж тумалла, котел улăштармалла е счетчик лартмалла слесарьсенчен йĕркеленĕ 3 бригада кашни кунах çул çинче. Пур çĕре те çитме ĕлкĕреççĕ вĕсем, тивĕçлĕ пулăшу параççĕ.
Газ пирки мĕнле те пулин пăтăрмах сиксе тухсан тÿрех авари службине 04 номерпе шăнкăравлатпăр. Ю.Макаров ертсе пыракан 13 çынран тăракан ушкăн талăкĕпех дежурствăра тăрать, вăхăтра çитсе пулăшу парать.
Николай Георгиевич кунта ăнсăртран килсе лекмен. Самаях пысăк опыт пухнă çамрăк малтанхи ĕçсенче те тăрăшулăхпа палăрса тăнă. Кĕтеснерти вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн ДОСААФ автошкулĕнче шофера вĕренет. 1977-1979 çулсенче Байкал леш енчи çар округĕнче танк çарĕнче ротăн аслă техникĕ пулать. Киле сержант званипе таврăнать. Салтак тумне хывма ĕлкĕрейменскере «хир карапĕ» шанса параççĕ. Комбайна икĕ çул тухăçлă ĕçлеттерет, районти комбайнерсен ăмăртăвĕнче малтисен ретĕнче пырать. Пултарулăхне кура Мичурин ячĕпе хисепленекен колхоз председателĕ С.Лукин ăнă çăмăл автомашина çине лартать. Çав çулсенче Н.Васильев Чăваш ял хуçалăх институчĕн агрономи факультетне вĕренме кĕрет те ăнăçлă вĕренсе пĕтерет. Часах ăна хăмла агрономĕ пулма çирĕплетеççĕ. 6 çул тăрăшать вăл çак должноçра. 2 гектар çинче «Смолистый» сорт гектартан 22 центнер тухăç парать. Пысăк çитĕнÿ ку. Чăваш Республикин ял хуçалăх министерстви тухăçлă хăмла çитĕнтернĕшĕн колхоза автобус парнеленĕ. Çак автобуспа Кĕтеснерсене Шупашкара пĕрре кăна мар илсе кайса килнĕ. Ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн Николай Георгиевича район депутачĕсен Пухăвĕн депутатне суйласа пысăк чыс тунă.
Пĕр вăхăт Кĕтеснерти вăтам шкулта завхозра вăй хурать. Шкул 20 гектар çинче çĕр улми тата ытти культурăсем çитĕнтерет. Кунта та ĕнтĕ агрономăн тÿпи пысăк пулнă.
Шкул хыççăн каллех колхозра тĕп агрономра ĕçлеме тытăнать. Хуçалăх çав çулсенче тухăçлă тыр-пул çитĕнтернĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ тухăçлă тыр-пул çитĕнтернĕшĕн тата выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илессине ÿстернĕшĕн колхоз председательне Сергей Лукин Лукина Социализмла Ĕç Геройĕ ята параççĕ.
2000 çулта Н.Васильева Кĕтеснер ял тăрăхĕн пуçлăхне суйлаççĕ. Вĕри чĕреллĕ çамрăк кунта та хăйĕн мĕн пур тăрăшулăхне парать, суйлавçăсен наказĕсене пурнăçлассине тĕп вырăна хурать.
2004 çулхи сентябрь уйăхĕнче Вăрмарти газ участокĕнче диспетчерта ĕçлеме пуçлать. Тепĕр çултан ăна кунтах начальник пулма çирĕплетеççĕ.
Çапла вара Н.Васильев ертсе пыракан коллектив умри тĕллевсене пурнăçа кĕртессишĕн, Республика кунне тивĕçлипе хатĕрленсе кĕтсе илессишĕн çине тăрса ĕçлет.
1982 çулта Николай Георгиевич Надежда Алексеевнапа пĕрлешсе çемье çавăраççĕ. Иртнĕ çул çеç-ха вĕсем пĕрлешнĕренпе 25 çул çитнине паллă турĕç. Мăшăрĕ те Кĕтеснер шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентме пуçлани 25 çул çитрĕ. Икĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ вĕсем. Виктор - Шупашкарти И.Н.Ульянов ячĕллĕ университет, Владимир Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине вĕренсе пĕтернĕ. Иккĕшĕ те Шупашкарта ĕçлесе пурăнаççĕ.
Çак кунсенче Николай Георгиевич хăйĕн 50 çулхи юбилейне паллă тăвать. Апла пулсан ĕçлес хастарлăхĕ, вăй-хăвачĕ иксĕлми пултăр унăн.