22 ноября 2008 г.
Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта 15 вĕрентекен 103 вĕренекене тарăн пĕлÿ парассишĕн, вĕсене тĕрлĕ енлĕ аталантарассишĕн хăйĕн мĕн пур ăсталăхне парать. 3 воспитатель ача садне çÿрекенсене сывă та тĕреклĕ çитĕнччĕр, çĕр-шыва юрăхлă çынсем пулччăр тесе тăрăшаççĕ. Шкул коллективĕн тĕллевĕ - вĕренекенсене тарăн пĕлÿ пама тăрăшнипе пĕрлех çамрăклах ĕçе юратма хăнăхтарасси. Çавна май шкул 8 гектар çĕр çинче çĕр улми лартса çитĕнтерет, икĕ ĕне тытать. Шкул пахчинче тĕрлĕрен пахча çимĕç туса илеççĕ. Вĕсене пурне те хăйсен вăйĕпе пухса кĕртеççĕ. Пухса кĕртнĕ çĕр улми тата пахча çимĕç пĕтĕмпех столовăйĕнче ачасене апатлантарнă çĕре каять. Шкул дирекцийĕ туса илнĕ продукцие сутса тунă укçа-тенкĕне юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ тата техника валли саппас пайсем туяннă çĕре ярать. Н.Петров водитель шкул ачисене Паттирен (21 ача) тата Çĕнĕ Мăнтăртан (14 ача) илсе килет, занятисем хыççăн леçсе ярать, Чупай шкулĕнчен республикипе тата çĕр-шывĕпе паллă вуншар çын вĕренсе тухнă. Вĕсенчен чылайăшĕ тăван шкула манмаççĕ, спонсорла пулăшу пама тăрăшаççĕ.
- С.Павловпа А.Тимофеев спонсорсем кăçал 300 пин тенкĕлĕх пулăшу пачĕç. Çав укçапа спортзала пластика кантăксемпе улăштартăмăр, стадионăн пĕр енне тимĕр карта тытрăмăр, - тулли кăмăлпа каласа парать шкул директорĕ, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ А.Димитриев.