22 ноября 2008 г.
Чупайĕнчи çыхăну уйрăмĕнче Людмила Ильинична Тимофеева почтальонкăра 8 çул тăрăшать. Çак вăхăт сахал-и, нумай-и - вулакан хăй хаклĕ. Сакăр çул çил-тăман-и, шалкăм çумăр çăвать-и, Людмила Ильинична почтăн йывăр сумккине çакса урам тăрăх утать. Çапла пулмасăр, хаçат-журнала вăхăтра ял халăхĕ патне çитермелле-çке. Халăх шаннине тÿрре кăлармалла. Л.Тимофеева вара хăйĕн ĕçне яваплăха туйса пурнăçлать. Сăмах май каласан, мăшăрĕпе иккĕшĕ виçĕ хĕр пăхса çитĕнтернĕ, хĕрĕсем пурнăçра хăйсен сукмакĕсене тупнă темелле. Пĕри Шупашкарта, тепри Мускавра, виççĕмĕшĕ Волгоград облаçĕнче пурăнать. Тимофеевсене виçĕ мăнукĕ савăнтараççĕ. «Хам ĕçе юратсах пурнăçлатăп. Ял халăхĕ хаçат-журнал çырăнсан татах та савăнатăп», - тет Людмила Ильинична. Çапла, юратнă ĕçрен пахи çук та пулĕ, кун пек чухне ĕçĕ те ăнăçать. Урăх мĕн кирлĕ пурнăçра, хаçат-журнал сумккине йăтма сывлăхĕ çеç пултăр.