22 ноября 2008 г.
Чупай ял тăрăхне Патти тата Чупай ялĕсем кĕреççĕ. 506 хуçалăхра 1083 çын пурăнать. Чупайĕнче пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкул,тĕрлĕ ушкăнри «Хĕвелпи» ача сачĕ, фельдшерпа акушер пункчĕ, çыхăну уйрăмĕ, ялти Культура çурчĕ, модельлĕ библиотека, райпо лавкки, Хусанти Турă амăшĕн турăшĕн чиркĕвĕ. Патти ялĕнче - Сродник Симеон чиркĕвĕ, Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулăн филиалĕ, медпункт, ялти клуб, райпо лавкки вырнаçнă. Кунта пуринче те ытларах вырăнта пурăнакансем ĕçлеççĕ. Ял тăрăхĕн территорийĕнче пурăнакансем лайăх условисенче пурăнччăр тесе сахал мар тăрăшатпăр. Ялта пурăнма çамрăксем юлччăр, уйрăм кил хуçалăхĕсем аталанччăр тесе патшалăх енчен те тĕрлĕ енлĕ пулăшсах тăраççĕ. Эпир те РФ тата ЧР Президенчĕсен Указĕсемпе, район пуçлăхĕн хушăвĕсемпе Постановленийĕсене тивĕçлипе пурнăçлас тесе çине тăратпăр. Вĕсемпе килĕшÿллĕн халăха тĕрлĕ кредитсем парассипе те ĕçлетпĕр. Тĕслĕхрен «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе паракан кредита 2006 çулта 8 çын - 1 миллион та 380 пин, 2007 çулта 30 çын 3 миллион та 769 пин тенкĕ илнĕ. Кăçал вара ку таранччен çак кредита илес тесе 43 çын заявлени тăратнă. Ку ĕç малаллах пырать.
Ял халăхне куллен кирли вăл - шыв тата çул. Çавăнпа та Чупайĕнчи Николаев урамĕнче çула вак чул сарса хытарнă. Ефремов урамĕнчи пĕвене нумаях пулмасть тасатса пĕвеленĕччĕ, çурхи шыв-шур кăçал ăна татса кайрĕ. Халĕ ăна çĕнĕрен пĕвеленĕ. Мĕн çуркуннеренпех урамсене тирпей-илем кĕртессипе ĕçлетпĕр, çÿп-çапа михĕсем çине тултарса ятарлă вырăна кайса тăкатпăр. Ялсенчи урамсенче купаласа хунă тĕрлĕ япаласене те тасаттарассипе çынсемпе калаçусем ирттеретпĕр. Хĕллехи вăхăтра урамсене юртан тасатасси те йĕркене кĕрсе пычĕ. Ялтан тухнă ятлă-сумлă çынсем пулăшнипе шкул стадионĕнче карта тытса çавăрнă, шкулти спорт залăн кантăкĕсене те çĕнĕрен лартнă. Масар йĕри-тавра та карта тытма ял халăхĕ аван хутшăнчĕ. Халăхран налук пухасси те лайăх пулса пырать. Ялти клубсенче те юсав ĕçĕсем тунă. Аслă Отечественнăй вăрçăра вилнĕ паттăрсене халалласа лартнă палăксене те кашни çулах сăрласа илемлететпĕр. Çулсерен ялти ватăсене хисеплесе тĕрлĕрен мероприятисем ирттеретпĕр. Пĕччен пурăнакан ватăсем патне те тăтăшах кайса çÿретпĕр. Хăшĕсене социаллă работниксем пăхаççĕ. Ял тăрăхĕнче 12 депутат. Вĕсем хăйсен активлăхĕпе палăрса тăраççĕ. Харпăр-хăй округĕнчи çынсемпе тăтăшах тĕл пулса профилактикăлла калаçусем ирттереççĕ. Хăй тытăмлăх органĕсен ĕçченĕсен ĕçĕ ывăç тупанĕ çинчи пек, пурне те курăнать, яваплăхĕ те пысăк. Çавăнпа та эпир халăх хушшинче пулса вĕсемпе пĕрле ĕçлеме тăрăшатпăр.