22 ноября 2008 г.
«Учитель вĕрентекен предмет - тĕллев мар, ачана специалист пек кăна мар, этем пек воспитани парса ÿстермелли, çитĕннĕ пурнăçа хатĕрлемелли инструмент», - тенĕ ЧР Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче. Çитĕнекен ăрăва воспитани парас ыйтусем обществăшăн ыттисенчен пĕлтерĕшлĕрех пулмалла. Ачана пахалăхлă пĕлÿ парас тесен хальхи вĕрентекенĕн хăйĕн нумай пĕлмелле, вуламалла. Тепĕр майлă каласан, тавракурăмĕ анлă пулмалла. Çак тата ытти пĕлтерĕшлĕ пулăмсене тĕпе хурса Чăваш Республикин Вĕрентÿ институчĕ вĕрентекенсем валли Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ йĕркеленĕ. Çапла вара шкулта пĕлÿ пухаканăн çеç мар, учителĕн те çак экзамена тытма тивет. Вăл виçĕ тапхăрпа иртет. Кунта ку е вăл предметпа вĕрентекенĕн пĕтĕмĕшле ăс-хакăлне, пĕлĕвне, компьютерпа ĕçлеме пĕлнине, уçă уроксем мĕнлерех шайра ирттерме пултарнине, ĕç ăсталăхне хаклаççĕ. Акă кăçал пирĕн районтан Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне 22 вĕрентекен тытса аслă категориллĕ учитель ятне тивĕçрĕ. Ку иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан ытларах. Унсăр пуçне пĕрремĕш категорине - 32, иккĕмĕш категорине 8 вĕрентекен илчĕ.
Юлашки çулсенче райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕ районти учительсен пĕлĕвне ÿстерессипе тĕллевлĕ ĕçлет. Пирĕн вĕрентекенсем çулсеренех ЧР тата РФ Президенчĕсен гранчĕсене тивĕçни районшăн пысăк çитĕнÿ. «Вĕрентÿ» наци проекчĕ те ăнăçлă пурнăçланса пырать. Районти шкулсен çĕнĕ йышши вĕренÿпе пурлăх базине хатĕрленĕ, вĕрентекенсен пĕлĕвне ÿстерессипе семинар-канашлусем иртеççĕ.