АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Манăн милици мана хÿтĕлет,» -

19 ноября 2008 г.

 

тенĕ Владимир Маяковский поэт. Ку чăнахах та çапла. Çынсем лăпкăн çывăрччăр, ĕçлеччĕр тесе йĕрке хуралçисем хăйсен вăй-халне, сывлăхне, пурнăçне шеллемесĕр тăрăшаççĕ, нумай чухне вĕсен вилĕме куçа-куçăн та пăхма тивет.

Пирĕн районти шалти ĕçсен пайĕ, района туса хурсан, 1927 çулхи октябрь уйăхĕнче йĕркеленнĕ. Унăн чи малтанхи пуçлăхĕ Арсентий Тихонович Сучков пулнă. Вăл çак должноçра 4 çул, 1931-мĕш çулччен ĕçленĕ. 1936 çулччен районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕсен нимĕнле звани те пулман. Чи малтанхи звани илнĕ пуçлăх 1936-1938 çулсенче Иван Петрович Жестин сержант пулнă. Ун хыççăн 1938-1941 çулсенче кĕçĕн лейтенант Петр Иванович Федоров ĕçленĕ. 1941 çул хыççăн паянхи кунччен капитанран кĕçĕн званиллĕ начальник пулман. Подполковник званиллĕ пĕрремĕш пуçлăх - Владимир Георгиевич Григорьев. Пуçлăхсенчен чи нумай вăхăт ĕçлени те вăлах. Çак должноçра вăл 9 çул, 1989-1998 çулсенче тăрăшнă. Халĕ вăл Шупашкарта пурăнать. Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министрĕн заместителĕ пулнă, полковник званипе пенсие тухнă. Начальникре чи сахал ĕçлени - Николай Тимофеевич Тимофеев. Вăл 1953 çулта 11 уйăх ĕçленĕ. Халĕ районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕнче вăй хуракан Игорь Геннадьевич Константинов çирĕм пиллĕкĕмĕш. Унччен пуçлăхра тăрăшнă 24 руководительтен пиллĕкĕшĕ пурăнаççĕ. Вĕсем: А.Н.Николаев (1963-1966 ç.ç.), И.Г.Гордеев (1970-1972 ç.ç.), В.А.Александров (1979-1984 ç.ç.), В.Г.Григорьев (1989-1998 ç.ç.), Н.М.Матвеев (1998-2005 ç.ç.). Халĕ Вăрмар поселокĕнче пурăнакан В.А.Александров иртнĕ уйăхра 70 çул тултарчĕ. Паянхи кун тĕлне районта 35 милици ветеранĕ, вĕсенчен çулĕпе чи асли - Николай Михайлович Михайлов (Арапуç), çитес вăхăтра 71 çул тултарать. Милици тумне тăхăнман, ятарлă званисĕр ветеран Анфиса Ильинична Филиппова. Çитес çулла вăл 80 çул тултарнине паллă тăвать.

Районти шалти ĕçсен пайĕнчи ветерансен канашĕ 1994 çултанпа ĕçлет. Унăн тĕллевĕ районти шалти ĕçсен пайĕн администрацийĕпе тачă çыхăнса ĕçлесе умри тĕллевсене пурнăçа кĕртессишĕн хастар кĕрешесси.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика