19 ноября 2008 г.
1959-1960-мĕш тата малтанхи çулсенче те АТК (çавăн пек ятлă пулнă ун чухне АТП) техника паркĕ енчен пуянчĕ. Кунта йывăр грузсем турттаракан автомашинăсем ГАЗ-51, ЗИЛ-130, ЗИЛ-555 самосвалсем, автобуссем тата кран та пурччĕ вĕсен. Асăннă техникăпа АТПра Мăнçырма ялĕнче водительсем нумаййăн тăрăшатчĕç. Хăшне пĕрне çавсен династийĕ теме те пулатчĕ. Кунта Левинсем нумаййăн ĕçленĕ. Çавăнпа та Михаил Гаврилович Левина вĕсен аксакалĕ тесен те йăнăш пулмасть. Республикипе паллă водитель, çавăн пек пулнине ăна хăй турттарнă çул çÿревçĕсем палăртаççĕ. М.Левин 1930 çулхи сентябрĕн 9-мĕшĕнче Мăнçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1950-1953 çулсенче хĕсметре Саратов хулинче пулать. Çартан таврăнсан çамрăк каччă ĕçе кÿлĕнет. Малтан «Правда» колхозра водитель пулса вăй хурать. 1954 çулта вăл - районти апат-çимĕç комбинатĕнче, 1955-1961 çулсенче МТСра тăрăшать. 1961 çулта М.Левин АТПра автобуспа ĕçлеме пуçлать, мĕн пенсие тухиччен пĕрмаях çул çинче, руль умĕнче вăл. Тивĕçлĕ канăва 1990 çулта тухать. 29 çул хушши пассажирсене турттарнă Михаил Гаврилович. Çак вăхăт хушшинче хăйĕн автобусĕпе çĕр йĕри-тавра чупса çаврăннă пулĕ вăл, миçе пин пассажир турттарман-ши М.Левин. Ватăрах çынсем халĕ те ун çинчен ырăпа асăнаççĕ, вăл пуринпе те сăпайлă пулнине палăртаççĕ. Плансене мĕнле тултарса пыни çинчен эпĕ çав вăхăтра АТП директорĕ пулнă Н.Кузнецовпа сăмахларăм. Вăл Михаил Гаврилович çинчен ырă сăмахсем каларĕ, панă заданисене кашни уйăхрах тултарса пыни пирки, вăл çамрăксен наставникĕ пулнине палăртрĕ. Ахальтен-и ăна 1976 çулхи мартăн 4-мĕшĕнче «Ĕçри хастарлăхшăн» медаль парса чыс тăваççĕ, ĕçлемесĕр памаççĕ ăна. Унăн сăн ÿкерчĕкĕ АТПри Хисеп хăми çинчен талма пĕлмен. Кашни çул вăл «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» ята çĕнсе илнĕ. 1970 çулхи мартăн 30-мĕшĕнче «Ĕçри паттăрлăхшăн. В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа» юбилей медалĕ илме тивĕç пулнă. «Аварисĕр ĕçленĕшĕн I, II, III степеньлĕ» знакпа наградăланă. Михаил Гавриловича кашни вунă çулта Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕшĕн юбилей медалĕсем парса чыс тунă. 1977 çулта М.Левина район Совечĕн депутатне суйланă. 1989 çулхи октябрĕн 24-мĕшĕнче «Автотранспорт ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Чăвашавтотранспорт управленийĕ «Чи лайăх водитель» ята тата Хисеп грамоти панă. «Ĕç ветеранĕ» медале те илме тивĕç пулнă М.Левин. 1956 çулта Миша хамăр ял хĕрĕпе Ольгăпа çемье çавăрчĕ, виçĕ хĕр те икĕ ывăл пăхса ÿстерчĕç вĕсем, ачисем халĕ тĕрлĕ вырăнта вăй хураççĕ. Халĕ вăл кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать. Ывăлĕ, Валерий, 10 çул хушши АТПра моторист пулса ĕçлерĕ. Ку ĕнтĕ двигательсене юсаса çĕнетсе каллех ĕçе кĕртмеллине пĕлтерет. Халĕ Валерий Вăрмарти пушар чаçĕнче вăй хурать. Малалла сăмахăм Сергей Николаевич Левин çинчен. Асăннă юлташăн аслашшĕ малтан çырнă Михаил Гавриловичăн ашшĕпе пĕр тăван, çавăнпа та вĕсем пурте династи шутне кĕреççĕ. Вăл 1935 çулхи августăн 1-мĕшĕнче кун çути курнă. Салтак службинче 1955-1958 çулсенче Германинче пулать. Арминчен таврăнсан Кавалти крахмал заводĕнче тăрăшать, анчах чĕре ăна тăванĕсем патне туртать, çавăнпа та вăл 1963 çулхи апрелĕн 25-мĕшĕнче АТПна куçса унта ГАЗ-51 автомашинăпа ĕçлеме пуçлать. С.Левин хăйне шанса панă автомашинăпа Вăрмарти организацисене пулăшать, сăмахран, юсавпа строительство участокне Шупашкартан тимĕр-бетон перемычкăсем, фундамент блокĕсем, Çĕнĕ Шупашкартан хĕрлĕ, шурă кирпĕч илсе килет. Сĕтел-пукан фабрикине Горький хулинчен фанерăпа тата ыттипе те тивĕçтерет. Колхозсенче те ĕçлеме явăçтарнă С.Левина. Ĕççи пуçлансан Тутар Республикинчи пĕр районта тырă турттарать. Ростов, Саратов облаçĕсенчен тюкланă улăм илсе çитернĕ вăл колхозсене. Лайăх ĕçленине шута илсе 1975 çулта ăна автобус шанса параççĕ, С.Левин пассажирсене турттарма пуçлать. Сергей Николаевич хăйне шанса панă автомашинăпа миçе тонна груз, автобуспа миçе пин километр, миçе пин пассажир турттарман пулĕ. 20 çул тăрăшнă АТПра. Çак вăхăт хушшинче темиçе Хисеп грамоти илме тивĕç пулнă вăл. «Аварисĕр ĕçленĕшĕн II степеньлĕ» знакпа наградăланă ăна. 1982 çулта «Ĕç ветеранĕ» ята парса чыс тунă. Сергей Николаевич I-мĕш класлă водитель. «Мусирминское» совхозра пушар деповĕнче вăй хурать, çавăнтанах тивĕçлĕ канăва тухать, тухсан тата тепĕр çул ĕçлет. Сергей Кĕтеснер хĕрĕпе Ольăпа çемье çавăрать, вĕсем 1 ывăлпа 4 хĕр çуратса ура çине тăратнă, вĕсен 8 мăнук. Левинсем юрра-ташша питĕ юратаççĕ. Акă, Вăрмарта ирттернĕ «Выля, хуткупăс» конкурса активлă хутшăннăшăн Хисеп грамоти илме тивĕç пулнă С.Левин. Тата çакăнта çырса хăварни те вырăнлă пулĕ. Сергейпе Оля иккĕшĕ те пĕр кунта августăн 1-мĕшĕнче çуралнă-çке. С.Левинпа Ольăн ывăлĕ Вячеслав ашшĕнчен эстафетăна алла илчĕ, унăн ĕçне малалла тăсать. Халĕ АТПра ПАЗ-3205 маркăллă автобуспа вăй хурать. Славик 1960 çулта кун çути курнă. Мăнçырмари шкул хыççăн Вăрмарти автошкулта вĕренсе алла водитель удостоверени илет. Хĕсметре вăл Казахстанра пулать. Çартан таврăнсан «Мусирминский» совхозра фермăра слесарь пулса вăй хурать. 1982 çулта АТПра автобус водителĕ пулса ĕçлеме пуçлать, мĕн паянхи кунчченех 26 çул хушши пассажирсене районти ялсене, Шупашкара, Çĕнĕ Шупашкара турттарать, Сĕве хулине командировкăна çÿрет. Çак хушăра В.Левин çичĕ автобус улăштарчĕ, вăл пĕр улшăнмасăр хăйĕн юлташĕпе Александр Михайлович Александровпа 19 çул ĕçлерĕ, халĕ Мăнçырмара çуралса ÿснĕ, Вăрмарта пурăнакан Борис Самсоновпа пĕр автобуспа тăрăшаççĕ.
Ĕçне кура хисепĕ теççĕ халăхра. В.Левина нумай çул хушши ăнăçлă ĕçленĕшĕн «Чувашавтотранс» управленийĕ 2002 çулхи октябрь уйăхĕнче Тав хучĕ, 2003 çулхи октябрĕн 26-мĕшĕнче Хисеп грамоти парса хавхалантарнă. Пĕлтĕр, октябрĕн 28-мĕшĕнче «Автотранспорт ветеранĕ» ята панă. Вăл II класлă водитель. В.Левин 1983 çулта Кивĕ Вĕренер хĕрĕпе Гальăпа çемье çавăраççĕ, икĕ ывăл пăхса ÿстернĕ. Асли, Сергей, КСОра водитель пулса тăрăшать, кĕçĕнни, Саша, Шупашкарти механикăпа технологи техникумĕнче ăс пухать. Славикăн мăшăрĕ Вăрмарти вăтам шкулта учитель пулса вăй хурать. Вячеслав Сергеевича татах та руль умĕнче пулма, унăн çулĕ пĕрмаях такăр пултăр тесе ырă сунас килет.