АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пур ача та телее тивĕçлĕ

19 ноября 2008 г.

 

Çемье - ачана пурнăç çулĕ çине тăратакан никĕс. Тăлăха тăрса юлнă ачасене опекăпа попечительство канашĕн аллине параççĕ. Çавăн пекех интернатсене ăсатаççĕ. Анчах та кирек мĕнле лайăх интернат пулсан та вăл çемьене улăштараймасть. Тăлăхсен çуртĕнче ушкăнпа ÿсни чылай чухне ачасене тÿрĕ çултан пăрса ярать. Çавăнпа та юлашки вăхăтра интернатсенче ачасене çемьесене пама пуçларĕç. Ан тив, пĕчĕк пепке çемье ăшшине туйса ÿстĕр. Ача хăй юратакан çемьере тĕрĕс-тĕкел, телейлĕ ÿснине мĕн çиттĕр.

Районти опекăпа попечительство ăнăçсăр çемьесене вăхăтра асăрхаса шута илме тăрăшать. Ку ĕçе шкулсем, ял тăрăхĕсен администрацийĕсем, шалти ĕçсен пайĕнчи çул çитмен ачасемпе ĕçлекен уйрăмĕ, çул çитмен ачасен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен социаллă хÿтлĕх пайĕ, ача-пăча врачĕсем хутшăнаççĕ. Эпир пурте тачă çыхăнса ĕçлетпĕр, пĕр-пĕр çемьене тĕрлĕ енчен сÿтсе яватпăр, ашшĕ-амăшне хамăр ларăва чĕнетпĕр. Çемьери лару-тăрăва пула ачасем килĕсенчен те тухса тараççĕ. Хăш-пĕр çемьере тăван мар ашшĕ ачасене хĕненисем те тĕл пулаççĕ. Тепĕр чух ачана тăван амăшĕ те хĕнесе больницăна выртмаллах амантать. Çаксене пурне те пĕрле пăхса тухса тивĕçлĕ явап тыттаратпăр, кирлĕ мерăсем йышăнатпăр. Ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕсене пурнăçлайманнисен йышĕнче çамрăксем те чылай. Юлашки вăхăтра психика тĕлĕшĕнчен сывă мар ашшĕ-амăшĕсем те тĕл пулма пуçларĕç. Вĕсем ачисене тĕрĕс воспитани парайманни те куç кĕрет. Тепĕр чухне ашшĕ е амăшĕ тĕрмене лексе ачисене хÿтлĕхсĕр хăвараççĕ. Тĕрлĕ сăлтавсене пула хÿтлĕхсĕр юлакан ачасен йышĕ ÿссех пырать. Çавăнпа та эпир ачасене çемье тупса парассишĕн çине тăратпăр. Кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен «Опекăпа попечительство çинчен» Федераллă саккун вăя кĕчĕ. Кунта тăлăх ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем тивĕçлипе пăхманнисене тата ытларах тимлĕх уйăрасси çинчен каланă. 2008 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕнче кун пеккисем 99 ача учетра тăрать, вĕсенчен 23-шĕ çеç хăр тăлăх, ыттисен е ашшĕ-амăшĕсем пăрахнă, е хăшĕсем тĕрмере, теприсене ашшĕ-амăшĕн прависĕр хăварнисем. Кăçалхи 10 уйăхра кун пеккисене 9 ачана тупса палăртса çемьесене вырнаçтарнă. Юлашки 3 çулта вара районта ашшĕ-амăшĕсем тивĕçлипе пăхман 33 ачана усрав çемьене е опекăна вырнаçтарнă. Çак вăхăтрах интернатсенчи 22 ачана та илнĕ, халĕ çемьесенче пурăнаççĕ. 2007 çулта 15 ашшĕ-амăшне ашшĕ-амăшĕн прависенчен хăтарнă, кăçал - 6. Пирĕн районта тăлăх ачасене хĕрхенсе усрава илес текен ырă çынсем те сахалах мар.

2007 çултан ачана усрава илнĕ опекунсем пĕр хутчен паракан ача пособине 8000 тенкĕ, 2008 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен 8840 тенкĕ илеççĕ. Кăçалхи апрель уйăхĕнчен опекунсене 1 ачана тытса тăма (ача çулне кура) 4340, 4514, 4958 тенкĕ тÿлеççĕ. Вунă уйăхра 91 ачашăн 4365808 тенкĕ панă. Усрава илекен çемьесем районта çулсерен ÿссе пыраççĕ. 2006 çулта 3 çемьере 6 ача пулнă пулсан, халĕ 20 çемьере 39 ача ăшă кĕтес тупнă. Ачасене воспитани парса усракан çемьесене кăçалхи октябрь уйăхĕнчен укçа ÿстерсе тÿлеççĕ. Паянхи куна 1-2 ача усракансене 3295 тенкĕ, 3 е ытларах ача усракансене 4680 тенкĕ. Çемьесенче паянхи куна ачасем аван пурăнаççĕ. Кун пек çемьесенче ÿссе çитĕнсе çула çитнĕ ачасене пурăнмалли вырăн тупса парасси те аван пулса пырать. 2006 çулта кун пек ачасене 5 хваттер туянса панă. Хальхи вăхăтра хваттер илес тесе Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсенче 8 ача учетра тăрать. Вĕсене эпир тăтăшах тĕрĕслесе тăратпăр, тĕрлĕ канашсем паратпăр. Хальлĕхе вĕсем пурте ăнăçлă пурăнаççĕ, малашне те çаплах пултăрччĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика