АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Музей экспонатпа пуянланчĕ

19 ноября 2008 г.

 

Кулленхи пурнăçра музей пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Вăл - общество ĕç-хĕлĕнче хăйне майлă пулăм, вырăн. Унта пирĕн йăх-тымарсен, несĕлĕмĕрсен пурнăçĕ, культури, историйĕ сăнарланнă. Музей кăна аваллăхпа паянхи кун çыхăнăвне йĕркелеме пултарать-çке.

Çитес çул район çыннисем Республика кунне анлăн паллă тума хатĕрленеççĕ. Çавна май районти историпе краеведени музейĕ те çĕнĕрен те çĕнĕ экспонатсемпе пуянлансах пырать.

Музейра ХIХ ĕмĕртен пуçласа районпа паллаштаракан этнографи япалисем упранаççĕ. Малтанхи çулсенче тунă районăн сăн ÿкерчĕкĕсем пур. XX ĕмĕр пуçламăшĕнче Вăрмар станцийĕпе паллаштаракан пысăк панорама. Çак пысăк картина çинче ун чухнехи шыв башни, армансем курăнса лараççĕ. Унăн авторĕ Шупашкарта пурăнакан Ю.Матросов. Çак картинăн икĕ енче шыв башнипе арман макечĕсем хăйне евĕр илемлĕн вырнаçса ларнă.

- Музей тĕрлĕрен экспонатсемпе пуянлансах пырать. Энĕшпуçĕнче пурăнакан Н.Ильин кăшт маларах музее хăй тунă шыв башнин макетне парнеленĕччĕ. Халĕ акă çил арманĕн макетне илсе килчĕ. Тавтапуçах Николай Ивановича пархатарлă ĕçшĕн. Ватă çынсем авалтан çапла каланă: «Ырă ĕç тăвакан çын нихçан та ывăнмасть» тесе. Ăна эпир малашне те ăнăçу сунатпăр, - тулли кăмăлпа каласа парать музей директорĕ В.Цыфаркин.

Унтан Василий Егорович калаçăва малалла тăсрĕ.

- Юлашки вăхăтра çынсем чукун çул историйĕпе çыхăннă материалсем пухас енĕпе самаях пысăк пулăшу параççĕ. Эпир вĕсенчен малашне те пулăшу кĕтетпĕр, - хăйĕн шухăшне пĕлтерет музей пуçлăхĕ.

Паянхи пекех Республика кунĕ те çитсе тăрĕ. Шансах тăратпăр: килнĕ хăнасем те музее çитсе кураççех. Лайăх-и, начар-и çак макетсем, шухăшĕ ун çинче мар. Шыв башни, арман пирĕнпе пĕрле «пурăннă», хăш-пĕр çынсен çавсен тавра ĕмĕрĕ иртнĕ. Ачисене, мăнукĕсене асăнмалăх пултăр. Эпир килетпĕр те каятпăр - вĕсем юлаççĕ.. манмасан, упрасан. Çак япаласене вырнаçтарнă музейри пĕр кĕтесре ÿсекен çамрăк ăрупа калаçу ирттерме те меллĕ. Пĕлччĕр вĕсем иртнĕ пурнăçа.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика