19 ноября 2008 г.
Çитес çул пирĕн районта Республика кунне ирттерме йышăннă май, ăна хатĕрленсе пурнăçламалли ĕçсем Тикаш ял тăрăхĕнче те нумай. Чи малтанах çак ĕçе эпир ялсенчи урамсенчи путăк-шăтăксене тÿрлетессинчен пуçларăмăр. Тикаш ял тăрăхĕн администрацийĕ Тикашри «В.Иванов» (фермер) хуçалăхĕпе (пуçлăхĕ В.Иванов) килĕшÿ турĕ. Канмалли кунсене пăхмасăрах хĕрÿ ĕçе пуçăнтăмăр. Хĕрлĕçырти Ленин урамĕнчи начар вырăнсене тата яла кĕнĕ çĕрте çула вакă чул сарса тикĕслерĕмĕр.
Тикашри тĕп çула (Ленин урамĕ) юсанă çĕрте хĕрÿ ĕç вĕресе тăчĕ. 15 сехет çитнĕ çĕре КамАЗ самосвалсемпе вырăнти вак чула 20 рейс турттарса килчĕç. Автомашинăсен водителĕсем - «А.Сапаркин» хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи С.Петров тата Тутар Республикинчи Зеленодольск районĕнчи Маматăш ялĕнчен «В.Иванов» хресчен (фермер) хуçалăхне командировкăна килнĕ И.Набиуллин уяр çанталăкăн кашни минучĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ. Вакă чула тиенĕ çĕрте Тикашри В.Григорьев механизатор К-700 погрузчикпа тăрăшулăх кăтартать. Вакă чула Н.Федоров механизатор салатса тикĕслесе тăрать.