15 ноября 2008 г.
Паллă ĕнтĕ, 2002 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче пирĕн çĕр-шывра пенси реформи пуçланнă. 2008 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа вара çĕнĕ саккун вăя кĕчĕ. Ун тăрăх РФ Пенси фончĕн Вăрмар районĕнчи управленийĕ ĕç пенсийĕн пухăнса пыракан пайне хушма страховани взносĕсем тÿлес текен граждансенчен заявленисем йышăнма пуçларĕ. Çавна май пирĕн корреспондент А.ХОВАНСКИЙ РФ Пенси фончĕн Вăрмар районĕнчи управленийĕн пуçлăхĕпе Г.УСКОВПА тĕл пулса калаçрĕ.
- Георгий Васильевич, малтан пирĕн вулакансене ĕç пенсийĕн пайĕсем çинчен аса илтерĕр-ха.
- 2002 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пенси виçĕ пайран тăрать: тĕп пайĕ, пухăнса пыракан пай тата страховани пайĕ. Тĕп пайне федераци бюджетĕнчен тÿлеççĕ.
Пухăнса пыракан тата страховани пайĕсем предприятисем хăйсен ĕçченĕсемшĕн куçаракан взноссен суммисенчен пуçтарăнса пыраççĕ. Взнос виçи ĕçлекен çын çулĕнчен килет. Страховани пайĕ пурин те пур, пухăнса пыракан пайĕ - 1953 çултан пуçласа çуралнă арçынсен тата 1957 çултан пуçласа çуралнă хĕрарăмсен. Страховани взносĕсенчен пулас ĕç пенсийĕн виçи килет: мĕн чухлĕ ытларах тÿленĕ, пенси çавăн чухлĕ пысăкрах.
Çавăн пекех аса илтеретĕп: пухăнса пыракан пайне инвестицилеççĕ, страховани пайне индексацилеççĕ. Кун пирки эпир пенси реформи пуçланнăранпа район хаçатĕнче пĕрре çеç мар çырса ăнлантарса панă.
- Пухăнса пыракан пая тÿлекен хушма страховани взносĕсем пирки çĕнĕ саккун йышăннă хыççăн пулас пенси мĕнлерех улшăнĕ?
- Ку çĕнĕ саккунпа граждансем пурте хăйсен пулас пенсине татах та ÿстерме пултараççĕ. Пенсин пухăнса пыракан пайне хăйсен ирĕкĕпе хушма взноссем тÿлесен, граждансене патшалăх та 1:1 чухлĕ финансласа пулăшать тата налук енĕпе çăмăллăхсем парать.
- Пенсин пухăнса пыракан пайне патшалăх енчен пулăшу кама параççĕ?
- Унашкал право çулталăкне 2 пин тенкĕрен кая мар взнос тÿлекенсене параççĕ. Хушма взнос укçи çине тупăшран илекен налук хывмаççĕ. Мĕн тÿленине пĕтĕмпех патшалăх инфляцирен хÿтĕлет, мĕншĕн тесен ăна инвестицилеççĕ.
- Пенси пухăнса пынин ыйтăвĕсемпе ăçта пыма пулать?
- Пенси фончĕн Вăрмар районĕнчи управленине, паллах. Пирĕн патăрта «хĕрÿ лини» телефонĕ те ĕçлет: 2-14-86. Унсăр пуçне, кăçал октябрь уйăхĕ тăршшĕпех Чăваш Енре республикăри «Пенси валли укçа мĕнле пухмалла» информаци марафонĕ пычĕ. Унăн тĕллевĕ - халăха пенси валли укçа пухас енĕпе мĕнле правăсем пуррине ăнлантарса парасси. Çак марафон шучĕпе пирĕн управлени предприятисенче, организацисенче халăхпа тĕл пулусем ирттерчĕ, астумалăх çырнă хутсем валеçрĕ, анкетăсем çыртарчĕ. 2008 çулхи октябрĕн 22-мĕшĕнче Пенси фончĕн управленийĕ «Уçă алăксен кунне» ирттерчĕ. Унăн теми: «Пенси валли укçа мĕнле пухса çитермелле?» пулчĕ. Çак ыйту чылайăшне кăсăклантарать. Специалистсем пенси укçи пухăнса пытăр тесе инвестицисем хывни çинчен тата пая кĕрсе хывмалли çĕнĕ тытăм пирки тĕплĕн ăнлантарса пачĕç. Унпа килĕшÿллĕн граждансен хăй ирĕкĕпе пенсие хывнă укçи-тенкине патшалăх икĕ хут ÿстерет. Пухăннисем кунтах пенсие пая кĕрсе хывмалли патшалăх тытăмне кĕме тата патшалăхăн мар пенси фончĕсене суйласа илсе заявлени çырма пултарчĕç. «Уçă алăксен кунне» 24 страхлакан представитель, патшалăхăн мар пĕр пенси фончĕ тата 64 предприниматель хутшăнчĕç.
Юлашкинчен çакна калас тетĕп. Пулас пенси валли хар-пăр хăй тĕллĕн укçа хывса пырасси - çĕнĕ, тупăшлă япала. Гражданин хăйĕн лицевой счечĕ çине куçарнă кашни тенкĕ çумне патшалăх тата çавăн чухлех хушса парать. Кунашкалли халиччен пулман-ха. Нимĕнле банк та кун пек процентсем шутласа памасть. Пулас пенсине патшалăхпа пая кĕрсе маларахах йĕркелесси пирки паянах шутлама пуçланă граждансене пурне те эпир Пенси фончĕн управленийĕнче çак адреспа кĕтетпĕр: Вăрмар поселокĕ, Советски урамĕ, 3-мĕш çурт.
- Калаçушăн тавтапуç.