15 ноября 2008 г.
Хусанти Турамăш турăшĕн кунĕ умĕн (пирĕн тăрăхра ăна ытларах Казански теççĕ) Михаил Архистратиг чиркĕвĕнче ирхи кĕлĕ ирттернĕ хыççăн унта пухăннисем пурте Кивĕ Вăрмар ялĕ енне çул тытрĕç. Çак кун кунта Çĕнкас çăлне тата унта тунă часовньăна Владимир атте, Шупашкар тата Чăваш епархийĕн благочиннăйĕ Гурий çветит турĕç.
Шупашкартан çитнĕ благочиннăй Ырă ĕçсен çулталăкĕнче ял тăрăхĕн администрацийĕ (унăн пуçлăхĕ Г.Эверсков), - «Урмарыводхоз» муниципаллă унитарлă предприяти (директорĕ А.Васильев) ял халăхĕшĕн питĕ кирлĕ те сăваплă ĕç тунине палăртрĕ.
Çĕнкас çăлĕ пирки. Вăрмарта чукун çул станцийĕ хута кайнă хыççăн, Амидулла тутар хальхи КБО çуртне хирĕç чайнăй уçнă. Çынсене паха чейпе сăйлас тесе пĕтĕм таврари çăлсене çитсе килнĕ, шывне вĕретсе чей хатĕрленĕ. Унăн шучĕпе чи лайăх та паха шыв асăннă çăлтан юхнă. Çакăн хыççăн унăн чайнăйне чей вĕретме шыва пичкесемпе кунтан турттарма пуçлаççĕ.
Ноябрĕн 4-мĕшĕнче, Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче çăл умне халăх каллех йышлăн пухăнчĕ. Çак кун 1612 çулта Польша интервенчĕсене Мускавран хăваласа кăларнине халалласа Хусанти Турамăш турăшне вырнаçтарчĕç, çăла Хусанти Турамăш турăш ятне пама йышăнчĕç.