15 ноября 2008 г.
Ĕç пĕлтерĕшĕ пирĕн пурнăçра мĕнле пысăк вырăн йышăннине ĕçсĕр тăрса юлсан уйрăмах çивĕччĕн туйса илетĕн. Çавăнпа та Вăрмарти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра кашни çулах халăх йышлăн çул тытать. Акă кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне центра 914 çын пынă, ку пĕлтĕрхи çак вăхăтпа танлаштарсан 205 çын сахалрах. Вĕсенчен 839 çынна яланлăх е вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтернĕ. Çулталăк пуçламăшĕнче ĕçсĕррисен йышĕ 280 çын пулнă пулсан, октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕсен йышĕ 139 çын таран чакнă. Çакă ĕçпе тивĕçтерекен центр хăйĕн ĕçне пĕлсе те тĕплĕн туса пынипе, ĕç вакансийĕсен банкне ÿстернипе çыхăннă. Кăçалхи асăннă вăхăт тĕлне 789 çын валли ĕç вакансийĕ пулнă. Ĕçпе пурне те тивĕçтерме май пур пек, анчах та кунта пĕр «анчах» пур. Юрист, экономист, чăваш чĕлхипе литератури, вырăс чĕлхипе литератури учителĕсем, референт-секретарь, медицина сестри, бухгалтер, ветеринари врачĕн дипломĕсене илнисем валли ваканси çукрах. Халĕ ытларах рабочи профессийĕсем кирлĕрех: электрик, газоэлектросварщик, котельнăйсен операторĕсем, çĕвĕçсем, каменщиксем... Çул çитмен ачасене ĕçе вырнаçтарас тĕлĕшпе те центрта пысăк ĕç туса ирттереççĕ - 413 çамрăка ĕçе вырнаçтарнă, вĕсенчен 226-шĕ Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсене, инвалидсене, тыл ĕçченĕсене, ватă çынсене пулăшнă.
Ятарлă социаллă программисемпе килĕшÿллĕн асăннă тапхăрта 9 çынна ĕç тупса панă. Вĕсенчен - 3 инвалид, нумай ачаллă çемьере е ачасене пĕччен ÿстерекен 3 çын тата ыттисем те.