АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Надежда» лавкка уçăлчĕ

15 ноября 2008 г.

 

Çитес çул Республика кунне Вăрмар тăрăхĕнче ирттерме палăртнă май, районти предприятисемпе организацисем çитĕнÿсемпе кĕтсе илме тĕллев лартнă. Хальхи вăхăтра районта инфраструктура аталанса пырать. Райпо системинче тăрăшса вăй хуракансем те район аталанăвĕнче пысăк тÿпе хываççĕ. Таварсене ваккăн сутассипе те, общество апатланăвĕн предприятийĕсен ĕçĕпе те, хăйсем продукци туса кăларассипе те курăмлă утăмсем тăваççĕ.

Юлашки çулсенче тепĕр ырă улшăнăва та палăртса хăвармаллах. Райпо совечĕ, правленийĕ лавккасен пурлăх никĕсне çирĕплетес, вĕсен сăн-сăпатне çĕнетсе лайăхлатас тесе çав тери нумай тăрăшать. Суту-илÿ предприятийĕсем паянхи вăхăтпа килĕшÿллĕн сăн илни савăнтарать паллах. Çавăн пек çĕре çын кĕрсе тухмасăр, хăйне кирлĕ тавар туянмасăр иртместех. Акă райпон «Надежда» лавккинех илер. Нумаях пулмасть ăна евроюсав турĕç. Унчченхипе танлаштарсан палăрмалла мар улшăнчĕ, çĕнелчĕ вăл. Райпо канашĕн председателĕ К.Никитин, райадминистрацин экономика, промышленность, суту-илÿ тата экономика аталанăвĕн пайĕн начальникĕ Н.Краснова, ытти яваплă çынсем, поселокра пурăнакансем, предприятисемпе организацисенче вăй хуракансем чаплă лару-тăрура çак лавккана уçрĕç, сăмах каларĕç.

Палăртмалла кăмăллă: кунта туянакан ирĕклĕ майпа хăйне кирлĕ тавар суйласа илме пултарать. Тавар ассортименчĕ пуян, сутуçисем тарават. Пĕтĕмĕшле каласан мĕн кирли пĕтĕмпех пур.

«Потребкоопераципе халăх хушшинчи хутшăнусем çирĕп те шанчăклă пулччăр тесе тăрăшасси - кооператорсен тĕп тĕллевĕ. Иккĕленмелли çук, эпир вĕсене ĕçпе çирĕплетессишĕн хамăр мĕн пултарнине пĕтĕмпех тăвăпăр. Çак çул-йĕрпе пыма ыйтать пирĕнтен хальхи вăхăт», - терĕ К.Никитин хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетсе.

Эппин малашне те райпо ĕçченĕсем аталану çулĕпе пырасса шанас килет.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика