АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсен ĕçĕ яваплă

15 ноября 2008 г.

«Манăн милици мана хÿтĕлет», - теççĕ халăхра. Çак сăмахсем ытларах халăха çывăх милици сотрудникĕсене - участокри уполномоченнăйсене - пырса тивеççĕ. Вĕсем мар-и-ха тăтăшах ялсенчи кашни киле çитекенсем, çынсемпе тĕл пулса калаçакансем. Районти шалти ĕçсен пайĕнче вĕсем вуннăн. Пурте халăхăн канлĕхне, лăпкăлăхне сыхлаççĕ. Вĕсен ĕçне йĕркелесе пыраканĕ - обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕн начальникĕ А.Яранов. Вăл милици системинче 16 çул тăрăшать, пирĕн районта вара - 2006 çултанпа. Малтанах Вăрмар поселокĕнче участковăй пулнă, ун хыççăн - участок начальникĕ. 2008 çултанпа вара хальхи должноçра вăй хума пуçланă. Унăн ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ, ытларах вăл участокри уполномоченнăйсемпе таччăн çыхăнса ĕçлет. Вĕсемпе тăтăшах профилактикăлла калаçусем ирттерет. Эпĕ пынă кун та вĕсем А.Николаевпа пĕрле ĕçри тĕрлĕ кăлтăксене пĕтересси пирки калаçатчĕç. Сăмах май, А.Николаев Пысăк Енккассипе Энтрияль ял тăрăхĕсенчи участокри уполномоченнăй. Унăн ĕçĕнчи кăтартусем пур енĕпе те лайăххисен шутĕнче. Алексей Анатольевичăн 11 яла çитмелле. Çамрăкра вăй-хал вĕресе тăрать, вăл пур çĕре те çитме тăрăшать, тăтăшах ялсенчи çынсемпе тĕл пулусем ирттерет. Вăл та районти шалти ĕçсен пайĕнче 2006 çултанпа вăй хурать. Малтан Хусанти милици органĕнче ĕçленĕ. Унăн ĕçĕпе хăйĕн участокри граждансем те, районти шалти ĕçсен пайĕнчи яваплă çынсем те кăмăллине палăртрĕç. Ноябрĕн 17-мĕшĕнче милицин участокри уполномоченнăйсен уявĕ. Апла вĕсене уяв ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх сунмалли кăна юлать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика