15 ноября 2008 г.
Потребительсен рынокне таварсемпе тата пулăшу ĕçĕсемпе тултарма пулăшакан, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тăвакан, харпăрлăхçăсен пысăк йышне йĕркелекен пĕлтерĕшлĕ çул-йĕртен пĕри пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарни шутланать. Пирĕн район та ку енĕпе ÿсĕмсем тăвать. Çулсерен çĕнĕрен те çĕнĕ предприятисем уçăлни куç кĕрет. Вĕсенчен пĕри - «ДокРос» акционерсен хупă обществи. Вăл уçăлнăранпа 5 çул çитрĕ. Çак тапхăрта кунти ĕçченсем туса кăларнă продукцине вырăнта кăна мар, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсене те тивĕçтернĕ, халĕ те вĕсемпе тачă çыхăну тытаççĕ.
Хальхи вăхăтра кунта пурĕ 50 çын тăрăшса вăй хурать. Е.Степанова, С.Якимова, Н.Торышев рабочисем предприяти уçăлнăранпах вăй хураççĕ, ĕçе пысăк пахалăхпа пурнăçлаççĕ. Пÿлĕмсем хушшине вырнаçтармалли алăксем ăсталаççĕ кунти ĕçченсем. «Капри», «Палермо», «Докур», «Сицилия», «Минима», «Эколайн» йышши алăксем хатĕрлеççĕ рабочисем. Унсăр пуçне çĕнĕ технологипе те алăксем кăларма палăртаççĕ. Кунта ăсталанă алăксем пысăк пахалăхпа уйрăлса тăраççĕ. Вĕсене йывăçран тата ытти паха материалсенчен ăсталаççĕ. Уйăхне вăтамран 600-800 алăк кăлараççĕ вĕсем. Унăн хакĕ 2400 тенкĕрен пуçласа 3900 тенкĕ таран.
Пурлăхпа техника базине те çулсерен вăйлатса пыраççĕ. Цех начальникĕ Михаил Иванович Недеров палăртнă тăрăх, çитес вăхăтра тепĕр цех уçмалла, алăксем хатĕрлекен тепĕр 5 станок илсе килмелле. Çавăн пекех унччен сĕтел-пукан фабрикин цехĕ пулнă вырăна «çут çанталăк ырлăхĕ» кĕртме палăртаççĕ. Эппин малашлăхра фабрика çĕнĕрен «чĕрĕлсе тăрасса» шанас килет.