12 ноября 2008 г.
Чăваш халăх артисчĕ И.Христофоров юрăç репертуарĕнче темле юрă пуххи те пур.
«Çиччĕн çуралса, пĕр килте ÿссе,
Мĕншĕн уйрăлмалла тунă-ши?» -
шăрантарать юрăç. Чăн сăмахсенчен пăрăнаймăн, пурнăç йĕрки çапла вăл. Шкул çулне çитсен, пĕлÿ тĕнчипе паллашнă вăхăт, каярахпа малашлăх çинчен шутламалла. Ĕмĕрĕпех атте-анне çемйипе пурăнаймăн-çке. Ирĕксĕрех малашлăх çулне суйламалла. Халĕ çамрăксен тутлă çиес, лайăх тăхăнас килет - пилĕк авса тар тăкмасăрах. Тен, Мускава ĕçлеме каймалла? Унта ĕçлесен укçи-тенки те аван килет. Вĕренни мĕн тума кирлĕ? Кĕсье тулли ылтăн-кĕмĕл шăкăртатсан дипломне илме те пулĕ. Унта-кунта кайса ĕçлекенсем аслă пĕлÿллисенчен аванрах пурăнаççĕ, тыткаламалăх укçа-тенки те пур.
Пурнăç мĕнле пуласси еплерех çул суйланинчен килет. Вĕренни çăкăр ыйтманни çинчен вĕрентекенсем яланах ятласа асăрхаттаратчĕç. «Ăса йăтса çÿремелле мар». «Ăса укçалла илеймĕн». Халĕ укçа пуç пулса тăчĕ те, тем тума та пулать. Аслă пĕлÿсĕр те выçă вилмĕн-ха, çарамас та çÿремĕн, çапах та вĕренни пăсмасть, ĕмĕрĕпех шапаша çÿреймĕн-çке. Вĕреннĕ çын вăл хăйне халăх хушшинче тытма, калаçма пĕлнипе уйрăлса тăрать. Тÿрккес, чăркаш сăмахсемпе перкелешсе калаçнине нихăçан та илтмен эпĕ. Хулари пĕр-пĕр чаплă кантурта ларать-и вăл е вĕрентÿ ĕçĕнче тăрать, агроном, инженер - пур пĕр культура шайĕ пĕчĕк мар унăн.
Ача-пăчана çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларма ансат мар.
Ватăсем еплерех калатчĕç-ха! «Пĕчĕк чухне - пĕчĕк хуйхă, пысăклансан - пысăкки». Питĕ вырăнлă сăмахсем. Пурнăçра чăн та çапла. Ача ашшĕ-амăшĕ хушшинче пулсан чĕре те лăпкăн тапать, ыйхă та тутлăн килет. Кил хушшинче пĕрле ĕçлесе ывăнатăн е юнашар ларса апатланатăн, канашлатăн - хамăрпа пĕрле. Чун тĕпренчĕкĕ кунран-кун улшăнса, ÿссе пынине тĕкĕр çинчи пек курса тăратпăр. Анчах та хулана вĕренме тухса кайсан яланах шухăшсен авăрне путатăн: «Унта епле пурăнать-ши? Самани те ав малтанхи пек лăпкă мар. Унта та кунта вăрланă, таптанă, е тата хăрушăрах сăмахсене куллен илтетĕн. Йăлт çаврăнса кайрĕ самана кустăрми.
Яланах çул çинче çÿренĕрен тĕрлĕ çынсемпе тĕл пулма тивет. Тепĕр чухне вара сăмах çăмхи чылай сÿтĕлсе каять. Хĕрарăм тени çемçе кăмăллă çав, ăшри туйăмсене йăлтах кăларса хума хатĕр. Арçын вара аплах мар, кулянсан та çиеле кăлармасть. Галина Васильевнăпа (икĕ студент амăшĕ) ăнсăртран калаçу пуçартăмăр. Хăй шкулта вĕрентекен пулса ĕçлет иккен. Икĕ хĕрĕ те аслă шкулсенче пĕлÿ пухаççĕ. Пĕри тÿлевсĕр вĕренет. Стипенди çамрăксене çитсе пымасть, килтен пулăшмасан. Юрать-ха выльăх-чĕрлĕх усрани, юр-вартан катăк пулманни шăйрăксене саплама май парать.
«Чипер те ăслă, маттур хĕрсем çитĕннĕрен чунтан тав тăватпăр Туррăмăра», - чунтан хĕпĕртет амăшĕ. Укçа-тенкĕ енчен иртĕхтерместпĕр, кирлĕ чухне çеç парса яратпăр, килте лартса ÿстернĕ пахча çимĕç парса яни те самай пулăшу. Ăсатса янă чухне чун хурланса та килет çав амăшĕн, куççульне, пăшăрханнине пытарнине те каларĕ хĕрарăм. Вĕреннĕ чухне кил çинчен шутламалла мар. Кĕнеке çинчен ăса пуçа хума тăрăшмалла.
Еплерех иккен анне чĕри: хăй кăкăрĕн сĕчĕпе ÿстернĕ пепкисемшĕн çĕр çывăрмасăр хуйхăрать. Кĕмĕл çÿçлĕ аннесен ăшшине яланах туйса тăрасчĕ, пĕрле пуласчĕ.