12 ноября 2008 г.
Çак сăмахсем манăн çемьене пырса тивеççĕ, мĕншĕн тесен аттепе анне ăмăртмалла эрех ĕçеççĕ. Вĕсемшĕн пулсан, те çĕрле, те кăнтăрла - пурпĕрех. Ача укçи илеççĕ те пуçлаççĕ эрех сутакансем патне йăрккама. Эпир ирхине тăрса чей те ĕçме ĕлкĕрмен пулсан, вĕсем - ÿсĕр. Эрехне туянма таçта аякка кайса çÿремелли çук, хамăр кÿршĕрех 5-6 кил ăмăртмалла сутаççĕ. «Сутуçăсем» хушшинче пире нумаях пулмасть сас паллисем вĕрентнĕ çын - учитель те пур. Пирĕн атте-анне вĕсем патне эрех илме пырсан мĕнле чунпа усал шĕвеке тыттарса ярать-ши? Çак çырăва чун кÿтсе килнипе çыратăп. Халĕ те пирĕншĕн çывăх çынсем ÿсĕр. Эрехĕ пуçĕсене анратнипе чылайччен айкашрĕç те халĕ канлĕн мăшлаттарса çывăраççĕ. Сĕтел çинче çăкăр та, сахăр та çук, аш-какай пирки тахçанах маннă. Юрать-ха тĕп сакайĕнче çĕр улми пур. Пирĕн те пурнăç маларах çакăн пек марччĕ. Аттепе анне иккĕшĕ те ĕçлетчĕç. Укçа илнĕ кун атте сыпкаласа килетчĕ-ха. Анне вара сыпса та курман. Атте эрехне киле илсе килсе аннене пусахласах ĕçтеретчĕ. Инкеке анне ĕçлекен предприяти хупăнчĕ, вăл ĕçсĕр тăрса юлчĕ. Атте сыпкалама юратнипех ĕçрен тухса ÿкрĕ пулас. Çапла вара эпир пĕчĕккĕнех эрех серепине çаклантăмăр. Халĕ вара вĕсем иккĕшĕ те эрех сутакансен килне каякан сукмака такăрлатаççĕ. Эпир тилмĕрсе эрех ĕçме чарăнма ыйтнине илтмеççĕ те. Иккĕшĕ те «хăлхасăр» тейĕн. Таврара пурте пĕлеççĕ эрех сутакансене, никама та нимĕн те кирлĕ мар пулас. Эрех сутсах пÿрчĕсене кермен пек туса лартрĕç. Тăтăшах чаплă япаласем туянаççĕ. Хăшĕсене çак тупăш иномарка автомашина туянма та пулăшнă пулас. Эпир çăкăр илме тесе кивçен ыйтма кайсан пĕр пус та укçа çук теççĕ. Аттепе аннене вара пĕр пуссăрах эрех тыттарса яраççĕ. Мĕншĕн эрех ĕçекенсен çулĕ яланах уçă-ши! Хăçан хупĕç вĕсен çулне. «Сутуçăсен» хапха калинккисем вара тĕттĕм çĕрле е çутă кунра пĕр вĕçĕм уçăлса хупăнаççĕ. Миçе çемьере ачасем йĕни, выçă ларни вĕсемшĕн ним те мар.
Редакцирен: хĕр ача ятне улăштарнă.