12 ноября 2008 г.
Коммунистсен тапхăрĕнче Ленин ячĕпе çыхăннă япаласем, пулăмсем питĕ йышлăччĕ. Çав пултаруллă этем таçти инçетри хулапа яла, урама, керменсемпе çуртсене... çитсе курнă-мĕн. Унăн ятне-сумне çĕр çинчен пуçласа космоса çитиччен çĕкленĕ. Пирĕншĕн вăл «атте», «асатте», «кукаçи», «çул пуçĕ» пулнă. Уявсенче хĕрлĕ хăмачсемпе ялавсем вĕлкĕшнĕ. «Ура!» кăшкăрса савăк пуласлăхшăн савăннă. Çамрăк чунсен новатор-энтузиазм туйăмĕсем тăкăнса тăнă çав. Кашни пилĕк çуллăх планĕсене ирттерсе тултарма социализмла ăмăртусем йĕркеленĕ. Ватăсем мĕнле калаççĕ-ха: «Çĕнĕ çăпатана сыр та киввине кăларса ан пăрах», е «Пурнан пурнăçра катăк пуртă та кирлĕ пулĕ». Чăн сăмахран пăрăнса иртеймĕн. Малашлăх киввинчен куçса пырать, аталанать. Унсăрăн урапи лашинчен малта чуптарса пынă пек туйăнать. Истори йĕркинчен тухма çук, ÿстерме те.
Районта тухса тăракан «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн кун-çулĕ çутă та сулмаклă. Çак хаçата «перестройка» тапхăрĕнче вулакансем тĕрлĕ ят сĕнчĕç. Анчах та çакна каламалла: ятне улăштарнипе содержани улшăнмасть-çке. Халĕ те çаплах. Вăл район кун-çулне çутатнă. Малашне те çутатĕ. Хаçат сумĕ - хисепĕ пысăк пуласси вулакансенчен чылай килет.