АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эсир хуралта тăрăр, эпир сире кĕтетпĕр!

12 ноября 2008 г.

 

Иртнĕ кунсенче районти Культурăпа кану центрĕнче савăнăçлă лару-тăрура пулас салтаксене чысларĕç. Сцена çине чи малтанах Культурăпа кану центрĕ çумĕнчи художествăлла пултарулăх ушкăнĕн солисчĕ С.Васильева тухса пулас салтаксене илемлĕ юрă парнелерĕ. Каччăсене вара те юрри килĕшрĕ, те илемлĕ чăваш пики - тăвăллăн алă çупрĕç. Э.Хафизов юрланă юрă та пурне те килĕшрĕ. Зал алă çупнипе кĕрлесе кăна тăчĕ. Çакăн пек хаваслă кăмăл-туйăмпа пуçланчĕ ăсату. Унтан Вăрмар тата Куславкка районĕсенчи çар ĕç комиссарĕ М.Пуклаков пулас салтаксене ырă та ăнăçлă çул сунчĕ, кĕскен салтак пурнăçĕпе паллаштарчĕ, чăваш ятне çÿлте тытма пиллерĕ. Иртнĕ çулсенче салтакра пулнă хамăр район каччисен паттăрлăхĕпе хăюлăхĕ пирки аса илчĕ. Вĕсенчен тĕслĕх илме пурри çинчен аса илтерчĕ.

«Эпир мар пулсан, кам?» - тесе пуçларĕ хăйĕн сăмахне район пуçлăхĕн заместителĕ - райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов. Вăл салтакăн çăмăлах мар, çапах та хисеплĕ те мухтавлă тивĕçĕ пирки каларĕ. «Раççей çарĕнче салтакра пулни питех те пысăк хисепре. Сывлăхĕ пулсан салтак тивĕçне пурнăçламаллах», - терĕ Юрий Васильевич. Пур амăшĕсен ячĕпе районти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ, райадминистрацин социаллă аталану тата культура пайĕн начальникĕ Г.Петрова хумхануллă сăмахсем каларĕ, телейлĕ çул, ăнăçлă служба сунчĕ. Аслă Чак ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕ Л.Федорова тухса калани пурне те хумхантарчĕ. Вăл пулас салтаксене ырă çул суннă май, амăшĕсемшĕн ачисем хуть те хăш самантра та питĕ хаклине каларĕ.

Райадминистрацин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру пайĕн начальникĕ Ю.Ефимов салтакра пулни пур çĕре те çул уçни пирки чарăнса тăчĕ. Ачасене ăнăçу сунчĕ. Чи хумхануллă самант вара пулас салтаксен ячĕпе Çĕнĕ Мăнтăрти П.Тимофеев тухса калани пулчĕ. Вăл хăйсене çакăн пек чыс тунăшăн тав турĕ. Пур ачасен ячĕпе чăваш ятне, район чысне тивĕçлипе тытса пыма шантарчĕ.

Кашни тухса калакан хыççăнах районти юрă ăстисем юрласа илемлĕ ташăсем ташласа ăсату самантне илем, савăнăç кÿчĕç. Призывниксен пĕр ушкăнĕ юлашкинчен «Çĕнтерÿçĕ-салтак» палăк умне чечексем хучĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика