АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çыравçăсем асрах

12 ноября 2008 г.

 

Кавалти библиотекăра «Вăрмар районĕн литература панорами» ятлă информаци кунĕ пулса иртрĕ. Çынсем нумай пуçтарăнчĕç унта. Кавал библиотекин ĕçченĕсем ăшшăн кĕтсе илчĕç курма килнисене. Кунта илемлĕ, куçа илĕртекен кĕнеке выставки йĕркеленĕ. Ăна «Ытарайми çĕрĕм-шывăм» ят панă. Кĕнеке выставки икĕ пайран тăрать: пĕрремĕш пайĕ - Чăваш Республикинчи тата Раççей шайĕнчи паллă çыравçăсен кĕнекисем, иккĕмĕш пайĕ - «Чыс та мухтав ентешсене» ятлă. Кунта вара Кавал ялĕнчен тухнă çыравçăсен кĕнекисене, вĕсен хайлавĕсене вырнаçтарнă, вĕсен сăн ÿкерчĕкĕсем те пур. Ку хитре выставкăна Кавал ялĕнчи тата ялти шкулти библиотекăра ĕçлекенсем - Н.Веселовская, А.Стекольщикова тата В.Алексеева пĕрле йĕркеленĕ, илем кĕртнĕ. Вĕсем курма пынă Кавал çыннисене, вĕренекенсене выставкăпа паллаштарчĕç.

Информаци кунне, кĕске сăмах каласа, Н.Веселовская библиотекарь уçрĕ. Чи малтанхи сăмаха вăл мана, Вениамин Туртуш çыравçăн шăллĕне, сăмах пачĕ. Эпĕ В.Туртуш творчествипе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа патăм, унăн биографийĕпе, сăввисемпе калавĕсен тĕп геройĕсемпе тĕплĕн паллаштартăм.

Унтан В.Рзай çыравçă çинчен С.Романова каласа пачĕ.

М.Исаев пурнăçĕ тата творчестви çинчен Л.Иванова, Г.Моклаков çинчен А.Стекольщикова тухса калаçрĕç. Курма пынисем нумай ыйтусем пачĕç. Кăсăкланаççĕ хăйсен маттур çыравçисемпе Кавалсем, вĕсемпе мухтанаççĕ. Халĕ те пур-ха Кавалта литературăпа кăсăкланакансем. Акă, илер-ха В.Табакова. Вăл нумай сăвăсен авторĕ, хăй сăввисене хăех юрă çине куçарать, хăех концертсенче юрласа халăха савăнтарать.

Хамăр ентешсем-çыравçăсем çинчен тухса калакансене куракансем алă çупса тав турĕç. Вĕсене хаклă парне - хамăр ентешĕн Григорий Моклаков çинчен çырнă кĕнекесене парса чыс турĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика