АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çынпа калаçма та, тавар сĕнме те пĕлет

12 ноября 2008 г.

 

«Обществăлла апатлану» предприятийĕн «Кулинария» буфетра сутуçăра вăй хуракан Роза Леонидовна Эверскова çинчен хаçатра пĕрре кăна çырман. Кунран мĕн тĕлĕнмелли пур ĕнтĕ - ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакана пурте курать. Ку хутĕнче вара пултаруллă хĕрарăм çинчен тепĕр хут ырă сăмах калама пысăк сăлтав пур: çак кунсенче Роза Леонидовна чаплă юбилейне паллă тăвать.

- Вăхăт сисĕнмесĕрех шăвать çав, - каласа парать вăл, - тин кăна сутуçăсем хатĕрлекен шкул-магазинта вĕреннĕ пекчĕ, халĕ вара унтанпа 36 çул иртсе те кайрĕ.

Çак сăмахсенче çулсем шыв юххи пек хăвăрт иртнĕшĕн пăшăрханни мар, çакăн чухлĕ вăхăт хушши пĕр системăра вăй хунипе мăнаçланни. 1973 çулта пуçласа Кивĕ Вăрмарти магазин сентри хушшине тăнă вăл. Ун чухне пĕтĕм пурнăçне çак ялпа çыхăнтарасса шутламан та пулĕ Арапуç хĕрĕ. Анчах Турă çырнинчен иртеймĕн, çакăнта вăл хăйĕн юратăвĕпе телейне - Виталий Эверскова тĕл пулать. Часах çамрăксем çемье çавăраççĕ, 1975 çулта Эдуард, 1977-мĕшĕнче Владик ывăлсем çут тĕнчене килеççĕ. Кунта Роза Леонидовнан пурнăç çăмхине малалла сÿтиччен çемйи çинче чарăнса тăрсан та вырăнлă пулĕ. Мăшăрĕ, Виталий Германович, ятлă-сумлă çын. Нумай çул хушши вăл районти тĕрлĕ организацисенче водитель, слесарь-водитель пулса ĕçленĕ, пĕтĕм ĕçе тÿрĕ чунпа пурнăçлама хăнăхнăскер пур çĕрте те ырă ята тивĕçнĕ.

Ывăлĕсем те, ашшĕ-амăшĕ пекех ĕçченскерсем, пурнăçра ура çине çирĕппĕн тăнă. Иккĕшĕ те çарта пулнă. Сăмах май, Эдуард Чечен Республикинче террористсене хирĕç ирттерекен операцисене те хутшăннă. Халĕ иккĕшĕ те тĕрлĕ çĕрте пурăнаççĕ. Канмалли кунсенче, уявсенче вара аслашшĕпе асламăшне икĕ мăнукĕ, икĕ хĕр пĕрчи, савăнтараççĕ.

...Çапла вара малтанах 12 çул хушши Роза Леонидовна Кивĕ Вăрмар лавккинче вăй хунă, 1986 çултанпа пурнăçне тĕпрен илсен обществăлла апатлану буфечĕсемпе çыхăнтарнă. Ăна пĕлекенсем пурте çирĕплетме пултараççĕ пулĕ - вăл хăйĕн тивĕçне яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Çынпа калаçма, тавар сĕнме пĕлнипех пулĕ унăн патĕнчен сахал кам пушă алăпа тухать. Кунта кирлĕ мар япала парса ярасси пирки пымасть сăмах, пачах урăхла - кирлине тупса пама пултарни çинчен. Ĕçтешĕсем те, пуçлăхĕсем те ăна хисеплеççĕ, сума сăваççĕ. Çак çулсем хушшинче мĕн чухлĕ грамотăпа диплома, паллăсене тивĕçмен пулĕ. Вĕсенчен чи сумлисенчен пĕри вăл - Центросоюзăн «Потребкоопераци системинче 30 çул ăнăçлă ĕçленĕшĕн» паллă.

Çапах темле пулин те юлашкинчен çакна каласа хăварас килет - хисеп паллисем хисеп паллипе, çын хисепĕ вара пуринчен пахарах. Ăна Роза Леонидовна чăн-чăнах тивĕçнĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика