12 ноября 2008 г.
ЧР Президенчĕн «Чăваш Республикин автомобиль çулĕсене тăвассине хăвăрт вĕçлес енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн пирĕн районта икĕ çул хушшинче пур ялсене те хытă сийлĕ çулпа çыхăнтарнă. Пурĕ 23 километр та 407 метр асфальтлă çул сарнă. 1579 çын пурăнакан 8 яла асфальтлă çул çитет. Автоçул тума республика бюджетĕнчен района 223,5 миллион тенкĕ инвестици уйăрнă.
Автоçулсем туни пирĕн района Канаш, Тăвай, Çĕрпÿ районĕсемпе çыхăнтарма май пачĕ. Энĕшпуçĕнче, Хуруйĕнче, Атайкассинче пурăнакансем халĕ Тăвайне е Канаша каяс пулсан Вăрмара килмесĕрех тÿрĕ çулпа тухма пултараççĕ, çул çÿрев тăршшĕ - 20 километр, Урнарпа Саруйĕнче, Пысăк Енккассинче тĕпленнисемшĕн Канаша çитмелли çул 40 километр кĕскелчĕ.
Иртнĕ эрнекун ЧР Президенчĕ Н.Федоров Канаш, Çĕрпÿ тата Вăрмар районĕсен чиккинче юпленекен Канаш - Кайри Ăнтавăш - Çĕнĕ Туçа, Вăрмар - Пысăк Енккасси - Карăкçырма - Урнар - Саруй, «Атăл» - Славаш - Мăнçут çулсене савăнăçлă лару-тăрура уçма хутшăнчĕ. Унта çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Шупашкарти кооператив институчĕн ректорĕ В.Андреев, çÿлте асăннă районсен пуçлăхĕсем - В.Софронов, Ю.Николаев, В.Кириллов, строительство организацийĕсен пуçлăхĕсем, строительсем тата ыттисем пулчĕç. Пирĕн районтан унта çавăн пекех райадминистрацин ĕçĕсен управляющийĕ - организациллĕ ĕçсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов, строительство тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пайĕн начальникĕ А.Тихонов, Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, культура ĕçченĕсем тата ыттисем хутшăнчĕç.
- Паян пирĕншĕн пысăк мероприяти, - терĕ ЧР Президенчĕ Н.Федоров савăнăçлă мероприятие уçнă май. - Малтанхи çулсенче паянхи кун эпир Октябрьти революци кунне паллă тунă пулсан, юлашки икĕ çул пирĕншĕн çул-йĕр строительстви чăн-чăн революци пулчĕ. Лайăх çулсем çĕр-шыв аталанăвĕн артерийĕ шутланаççĕ. Çапла вара республика экономикине тĕреклетме, çынсен пурнăçне лайăхлатма майсем татах ытларах пулаççĕ. Çак çула тума хутшăннă хастар строительсене тав сăмахĕ каласшăн, вĕсене малашне те умри тĕллевсене ăнăçлă пурнăçлама çирĕп вăй-хал сунатăп.
Пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие пухăннисене çавăн пекех Чăваш Республикинчи «Чăвашавтодор» патшалăх унитарлă предприятийĕн генеральнăй директорĕ В.Осипов, Канаш районĕн пуçлăхĕ В.Софронов, Çĕрпÿ районĕнчи Йĕкĕрвар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев саламларĕç, ĕçре ăнăçусем сунчĕç.
Н.Федоров Президентпа ытти яваплă руководительсем виçĕ районпа çыхăнтаракан автоçула уçса хĕрлĕ хăю касрĕç.