08 ноября 2008 г.
Ылтăн кĕркунне пур çынна та савăнăç кÿрет, ачасене пушшех те. Вăрмар поселокĕнчи «Березка» ача садĕнче пĕчĕккисем çулталăк тăршшĕпех çут çанталăкăн пуянлăхĕпе паллашма, унăн ырлăхне туйма пултараççĕ. Кунти территоринче тĕрлĕрен йывăçсемпе тĕмсем - хурăн, каштан, пилеш, çăка тата ытти те çитĕнеççĕ. Сад пахчи те пур, пахча-çимĕç те туса илме пулать. Ачасем вара пахчара ĕçлеме питĕ юратаççĕ, типĕ çулçă та пуçтараççĕ. Хăйсем вылякан вырăна та тирпей-илем кÿреççĕ. Ушкăнсенчи пÿлĕмре ÿсекен чечексене шăвараççĕ, аквариумсенчи пулăсене сăнама юратаççĕ. Ачасем пуринпе те интересленччĕр, пурне те пĕлме тăрăшчăр, ĕçе юратса, яваплăха туйса ÿсчĕр тесе вăй хурать кунти коллектив. Çавăнпа та тĕрлĕ конкурссемпе ытти интереслĕ мероприятисене тăтăшах ирттеретпĕр. Акă нумаях пулмасть «Çут çанталăк парнисем» конкурс пулчĕ. Кунта пур ÿсĕмри ушкăнсем те хутшăнчĕç. Мĕн тĕрлĕ илемлĕ пуянлăха сăнламан-ши ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем. Кĕр пуянлăхĕнчен мĕн кăна ăсталаман-ши: акă Илюша Льдиновăн çемйи кабачокран масла кăмпи ăсталанă. Арбуз, пăрăç, çĕр улми, кишĕр, Павел Павлов çемйинче Буратино туса хума пулăшнă. «Пахча çимĕç карçинккине» Тая Семенован çемйинче питĕ хитре ăсталаннă. Оля Хованская çемйинче вара купăстаран юр кĕлетки туса хатĕрленĕ. Кăмпа уçланкине Андрей Таратинăн купăстапа кавăнран «Буратино», Артем Ефремовăн çĕр улминчен ăсталанă «Лошарик», Даша Корнилован çемйисем хатĕрленĕ япаласем пурне те питĕ килĕшрĕç. Кĕрхи сăна Кристина Иванован тата юмахри хĕре Павел Куликовăн, шăпăрлă тухатмăш карчăка Саша Питерован, чĕрĕпсене Антон Егоровăн çемйисем сăнарланă. Ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле ĕçлени ачасене илеме курма, пур япаласенчен тĕлĕнтермĕшсем хатĕрлеме пулнине туйма май парать.
Кунта ĕçлекен И.Михайлова, В.Петрова, С.Левина, Е.Лукина, Н.Ванеркина, Н.Федотова, Т.Тимофеева воспитательсем тĕрлĕрен ал-ĕç япалисем ăсталанă. Кĕçĕн группăри В.Петрова воспитательница ачасен сывлăхĕшĕн пахча çимĕç усăллă пулни çинчен коллаж туса хатĕрленĕ.
Çут çанталăк ырлăхĕпе туллин усă курса тĕрлĕрен япаласем ăсталама ачасене пулăшнă, вĕсене савăнăç кÿнĕ ашшĕ-амăшĕсене ача садĕнче ĕçлекен коллектив чĕререн тав тăвать. Çут çанталăкăн кашни вăхăчĕ ачасене савăнăç кÿрет. «Кĕркунне» те ачасем патĕнче хăнара пулчĕ. Кашни группăсенчех кĕрхи уяв савăнăçлă иртрĕ. Апла пулсан пурне те кĕр мăнтăрĕн пуянлăхĕпе килекен уявсемпе саламласа ырлăх-сывлăх сунатпăр.