08 ноября 2008 г.
Кăçал ырă ĕçсен çулталăкĕ пулнине пурте лайăх пĕлетпĕр ĕнтĕ. Пархатарлă ĕç тăвакансем Мăнçырма ялĕнче те пур вĕсем. Акă илер-ха Ю.Михайлова. Пирĕн ялти шкул Мăнçырмана икĕ пая пайлакан çырма леш енче вырнаçнă. Çумăр çукаланă чухне, йĕпе-сапаллă вăхăтра çырма урлă çÿреме вĕренекенсене тата вĕрентекенсене те йывăр, мĕншĕн тесен шуса ÿкме те пултараççĕ-çке вĕсем. Çавна шута илсе малтан асăннă Юрий çĕре чавса картлашкасем турĕ, халĕ пурте шкула çÿреме лайăххине палăртаççĕ, Ю.Михайлова тав тăваççĕ. Калас пулать, Юрий Петрович çавăн пек ĕçсене яланах активлă хутшăнать. Акă Чиркÿ кассинчи çăла юсанă, йĕркене кĕртнĕ вăхăтра та вăл ĕçленине асăнса хăвармалла. Çав çăл патĕнчен çÿлелле улăхнă, аялалла аннă чухне йĕпеллĕ самантра йывăртарахчĕ. Çавăнпа та пенсионер Анатолий Александрович картлашкасем чавса турĕ, ку паллах, ватăрах çынсене çÿреме меллĕ.