08 ноября 2008 г.
Учитель пулма çăмăл-и? Ачасем çак ыйтă ва хăçан та пулин хăйсен умне лартнă-ши? Вĕрентекен ĕçĕ-хĕлĕ творчество çыннисен - писательсемпе композиторсен, художниксен - ĕçĕпе пĕрех килет. Кашни урока хатĕрленнĕ, ирттернĕ май вăл унта пĕтĕм чунне хурать. Пирĕн шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Валентина Семеновна Егорова вара тата нумайрах та пулĕ - унăн урокĕсенче юмах тĕнчине лекнĕ пек туятăн: Пушкин та, Лермонтов та, Некрасов та пирĕнпе пĕрле юнашар пурăннă пекех. Çавăнпа çирĕплетсех калама пултаратпăр - вăл мĕн пĕчĕкрен ачасемпе ĕçлекен çын пулма ĕмĕтленнĕ. Валентина Семеновна каланă тăрăх, шкул пĕтернĕ хыççăн вăл е учитель, е педиатр пулма шутланă. Малтанхи професси вара ăна ытларах илĕртнĕ. Унăн сăлтавне вăл çапла палăртать - вырăс чĕлхипе литературине юратни врач профессине çĕнтернĕ. Çавăнпа та 1967 çулта вăтам шкула «пиллĕк» паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх институчĕн филологи факультетне вĕренме кĕрет. Аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн тăван ялĕнче - Канаш районĕнчи Ăвăспÿрт Кипеч ялĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен пулса ĕçлеме пуçлать, тепĕр çултан хамăр районти Энĕшпуç шкулĕнчи ачасене «аслă та мăнаçлă» чĕлхене вĕрентме тытăнать. Çак шкулпа пурнăçне 14 çул çыхăнтарнă Валентина Семеновна, çав шутра 3 çул хушши директор пулса шкул «тилхепине» тытса пынă.
Каярах хăйĕн ĕç-хĕлне, кун-çулне Вăрмарти иккĕмĕш, Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулсемпе çыхăнтарнă. Паянхи кунччен хăйĕн педагогика ĕçĕ тапхăрĕнче ачасен 9 ăстрăмне вĕрентсе кăларнă, вырăс чĕлхипе литературин вăрттăнлăхĕпе илемлĕхне вĕсем патне çитернĕ. Уйрăмах Валентина Семеновна Раççей поэзийĕн «ылтăн» тапхăрĕнчи çыравçисене юратать. Ку тапхăр, тĕпрен илсен, А.Пушкинпа (ыттисене те литературăна пĕлекенсем лайăх пĕлеççĕ) çыхăннă. Çавăнпа та питĕ паллă поэтăн А.Керна халалланă сăввине улăштарса çапла калас килет:
«Сире эпир юратнă, юрататпăр,
Çак юрату тек сÿнмĕ нихăçан...»
Килĕшĕр, ылтăн çын поэзин «ылтăн» тапхăрне юратнинчен тĕлĕнме кирлĕ те мар.