АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлешÿре - вăй

08 ноября 2008 г.

 

Раççейĕн çĕнĕ историйĕнче ноябрĕн 4-мĕшĕ чăн уявпа - Халăх пĕрлĕхĕн кунĕпе палăрса юлчĕ. Пирĕн районта та ăна анлăн паллă турĕç. Çак уява халалласа поселокри тĕп площадьре митинг иртрĕ. Унта район пуçлăхĕ В.Кириллов, заместителĕ - райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, предприятисемпе организацисенче вăй хуракансем, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулти вĕрентекенсемпе вĕренекенсем хутшăнчĕç. Уява район пуçлăхĕ В.Кириллов уçрĕ, Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе саламларĕ, районăн социаллă экономика аталанăвĕпе паллаштарчĕ.

«Чăваш Ен, çавăн пекех пирĕн район та çуллен çĕнелсе улшăнни куç кĕрет. Сывлăх сыхлавĕн, вĕрентÿ, социаллă ыйтусене тивĕçтерессин тата культура сферисенче ырă улшăнусем пулса иртеççĕ. Районта инфраструктура аталанăвĕ малти вырăнта. Çĕнĕрен те çĕнĕ предприятисем уçăлаççĕ, сывлăха çирĕплетме физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен комплекса хута ярассипе вăй хуратпăр. Халĕ акă тепĕр пысăк пĕлтерĕшлĕ объект - чукун çул вокзалĕ хăпартма тытăнтăмăр. Ял хуçалăх отраслĕнче те пирĕн кăтартусем пысăк. Çĕр улми, тĕш тырă туса илессипе кăçал эпир республикăри ытти районсемпе танлаштарсан малти вырăнта. Пысăк пĕлтерĕшлĕ наци проекчĕсем ăнăçлă пурнăçланаççĕ. Çакă пĕтĕмпех эпир пĕрле вăй хунипе, тĕллевĕмĕрсен пĕрлĕхне ăнланнипе, пĕр-пĕрне пулăшнипе тата эпир тăван тăрăха юратнипе пурнăçа кĕрет», – терĕ В.Кириллов хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетсе.

Унтан сăмах район пуçлăхĕн заместителĕ - райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов илчĕ. Чи малтанах Юрий Васильевич Халăх пĕрлĕхĕн кунĕн историйĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Историрен çакă паллă: ноябрĕн 4-мĕшĕ Раççейшĕн вун çиччĕмĕш ĕмĕртенпех уяв шутланнă, çавăнтанпа ăна Хусанти Турамăш турăшĕн уявĕ пек палăртнă. Хусанти Турамăш турăшĕн уявне 1649 çулта Алексей Михайлович патша хăйĕн указĕпе пĕтĕм халăх уявĕ тесе çирĕплетнĕ. Ăна вăл 1579 çулта Хусанта тупнă турăш пĕрремĕш земство ополченине тапăнса кĕнĕ çарсене çĕнтерме пулăшнипе, Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский ертсе пынă иккĕмĕш земство ополчени поляксене Мускавран хÿтерсе хăваласа кăларса яма пултарнипе çыхăнтарнă. Çакăн хыççăн Хусанти Турамăш турăшĕн тĕлĕнмелле пысăк хăват пулнине ĕненме тытăннă, вăл çĕр-шыва упракан çÿлти вăй вырăнне шутланнă. Çавăнтанпа ăна ноябрĕн 4-мĕшĕнче пĕтĕм халăх уявĕ пек ирттерме йышăннă.

Юрий Васильевич хăйĕн калаçăвĕнче район аталанăвĕ çинчен те тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Вăл районăн социаллă экономика аталанăвĕ çирĕп утăмсемпе пынине палăртрĕ. Çитес çул Республика кунĕ пирĕн районта пулнă май, ăна тĕплĕн хатĕрленмелли çинче те чарăнса тăчĕ. «Пĕрле пулсан эпир йывăрлăхсене çĕнтерĕпĕр, мĕн палăртнине пурнăçлăпăр, района тата вăйлăрах, илемлĕрех тăвăпăр», - терĕ Ю.Соколов.

Халăх пĕрлĕхĕн кунне уявлама килнисем валли районти Культурăпа кану центрĕн юрăпа ташă ушкăнĕсем савăнăçлă концерт лартрĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика