01 ноября 2008 г.
Çирĕммĕш ĕмĕрти çамрăксен чи пысăк организацийĕ (ВЛКСМ) хăйĕн 90 çулхи юбилейне анлăн паллă турĕ. Ленинла комсомол 90 çул тултарни пирĕншĕн пысăк уяв. Халĕ 40 çултан иртнĕ кашни çынах комсомол витĕр тухнă. ВЛКСМ ретĕнче тăман пулсан та, унăн пархатарлă ĕçне активлă хутшăннă: çарпа спорт вăййисене хутшăннă, тимĕр-тăмăр, макулатура пухнă. Вăрмар поселокĕнче те малтанхи комсомолецсем, ĕçпе вăрçă ветеранĕсемпе халĕ тĕрлĕ çĕрте вăй хуракансем комсомолта пулнă вăхăтсене аса илчĕç, çавăнпа пĕрлех малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕç. Савăнăçлă каçа ВЛКСМ райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă Е.Баданова тата организациллĕ ĕçсен пайĕн заведующийĕнче тăрăшнă В.Нестеров ертсе пычĕç.
- Комсомолта пулнă вăхăтсем нихăçан та асран тухмаççĕ. Чăн-чăн организаторсем пулнă вĕсем, производствăра ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăнă. Машинăпа трактор станцийĕнчен (МТС) 50 комсомолеца комсомол путевкипе Казахстана çерем çĕрсене уçма ятăмăр, чăн-чăн паттăрлăх кăтартнă вĕсем унта. Кашнинех тĕрлĕ наградăсене тивĕçнĕ, - пĕлтерет Вăрмар районĕн хисеплĕ гражданинĕ, «РСФСР тава тивĕçлĕ агрономĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ В.Мадянов ветеран.
Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ Ф.Ларионов комсомолецсем фронтра паттăрлăх кăтартни, тăшмана хăвăртрах çапса аркатассишĕн, çĕнтерĕве çывхартассишĕн хăйсен пурнăçне те шеллеменни çинчен каласа пачĕ. Савăнăçлă каçа хутшăннисем вăл вăхăтри комсомол юррисене юрларĕç. Савăнăçлă ларура хăй вăхăтĕнче çамрăксене воспитани парас ĕçе активлă хутшăннă комсомол работникĕсемпе активистсен пĕр ушкăнне «Пĕтĕм Союзри Çамрăксен Ленинла Коммунистла Союзне - 90 çул» асăну медалĕсем пачĕç.