01 ноября 2008 г.
Районти шалти ĕçсен пайĕнчи çул çитмен ачасемпе ĕçлекен уйрăмĕ районти обществăлла воспитательсемпе тата çул çитмен ачасене пăхса тăракан ятарлă комиссипе тачă çыхăну тытса ĕçлет. Иртнĕ 9 уйăхра çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комисси 21 канашлу ирттернĕ, 87 материал пăхса тухса ĕçе янă. Районти шкулсене тăтăшах тухса çÿресе профилактикăлла тĕрлĕ мероприятисем ирттернĕ. Кăçалхи тăхăр уйăхра çул çитмен ачасем 6 преступлени тунă, иртнĕ çулта çак вăхăт тĕлне 9 преступлени пулнă. Ку вăхăт тĕлне çул çитмен 4 ача учетра тăрать, вĕсенчен 3-шĕ условнăй майпа айăпланнисем. Кашни ача çумне вырăнти депутатсене çирĕплетнĕ. Милицин участокри уполномоченнăйĕсем те çул çитменнисемпе интересленсех тăраççĕ. Çавăн пекех вĕсем ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕсене пурнăçламаннисемпе те тĕрлĕрен калаçусем ирттереççĕ. Дружинниксемпе пĕрле каçхи хуралта пулатпăр.
Ашшĕ-амăшĕн комитет членĕсемпе пĕрле ăнăçсăр çемьесенче тăтăшах пулатпăр, шкулсенчи профилактика канашĕсемпе тата райадминистрацин çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комисси, райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин, çавăн пекех культура, социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕсемпе, районти тĕп больницăн ĕçченĕсемпе тăтăшах ялсене тухса çÿретпĕр. Ашшĕ-амăшĕсен тивĕçĕсене пурнăçламан ашшĕ-амăшĕсене тупса палăртассипе те тĕрлĕ ĕçсем тăватпăр. Кун пеккисем хальлĕхе 12 çемье учетра тăрать, административлă 62 материал пăхса тухса ĕçĕ янă. Шел пулин те, районта ăнăçсăр çемьесен йышĕ ÿссех пырать. Кун пек çемьесенчи ачасене реабилитаци центрне вырнаçтарма тăрăшатпăр. Çак вăхăт тĕлне çул çитмен 50 ачана Арапуçĕнчи реабилитаци центрне вырнаçтарнă.
Çул çитмен ачасем право йĕркисене ан пăсчăр тесе тĕрлĕрен рейдсем пулаççĕ. Лавккасенче çул çитменнисене эрех-сăра, пирус сутнине тупса палăртса административлă явап тыттарнă.
Çул çитмен ачасемпе ĕçлемелли тата та питĕ нумай. Ку ĕç малалла пырать.