29 октября 2008 г.
Кĕр çитсен çĕр ĕçченĕ хăйĕн ĕçне пĕтĕмлетесси мĕн авалтан пырать. Ăçта еплерех йăнăш тунине, ĕçри кăлтăксене пĕтермелли майсене шырать. Пухса илнĕ тухăçа шута илсе хресчен хăйĕн ĕçне хак парать. Çавна май пирĕн те çак вăхăт çитрĕ. Кăçалхи тухăçа шута илсен ытлашши пăшăрханмаллиех çук тесен те тĕрĕс пулать. Ытти çулхисемпе танлаштарсан, кăçал лайăх ĕçлерĕмĕр тесе çирĕплетсех калатăп. Республикăри ытти районсем умĕнче те çÿллĕ шая хăпарма пултартăмăр. Ку пирĕншĕн чикĕ пулмалла мар, малашне татах тăрăшуллăрах ĕçлемелле. Малтанлăха шутласа пăхнă тăрăх пĕрчĕллĕ культурăсен виçи (ампар виçипе) 35230 тоннăна çитнĕ, ку вăл 149,0 процент пулать. Кашни гектартан тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен вăтам тухăçĕ районĕпе 26,7 центнерпа танлашать. Çĕр улми районĕпе пĕр гектартан вăтамран 183,7 центнер тухнă. Уйрăм хуçалăхсемпе илес пулсан çак кăтарту татах та пысăкрах. Тĕслĕхрен, «АгроВладина» хуçалăх тухăçĕ кашни гектартан 34,6 центнер, «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикинче - 32. Мăнçырмари «Павлов В.Ф.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 850 гектар çинчен пĕр гектар пуçне 40-шер центнер çапса илчĕç. Вĕсем районта чи мала тухрĕç. Çавăн пекех «Иванов В.А.», «Сапаркин А.Г.», «ВЕХА», «Ямуков Г.Н» хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пĕр гектартан 30-шар центнер тухăç илчĕç. Ку тĕлĕшпе ытти хуçалăхсенче те кăтартусем начарах мар. Агротехника требованийĕсене çирĕп пурнăçласа пынипе тата çĕнĕ техникăсемпе элита вăрлăхсем туянма пултарнипе, ăста кадрсене суйласа илме пĕлнипе çитĕнÿсен çулĕ çине тăтăмăр. Механизаторсем хушшинче çирĕп дисциплина, хăйсен ĕçне пĕлсе йĕркелерĕç. Акă, тĕслĕхрен, «Павлов В.Ф.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи О.Михайлов 16200 центнер, «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикинчи В.Яковлевпа Д.Войков - «ACROS-530» комбайнпа пурĕ 15559 центнер, «Арабоси» агрофирмăри Н.Софроновпа В.Васильев «Медион-300» комбайнпа 13104 центнер, «Шигали» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи В.Григорьевпа А.Ульянов «Дон-1500» комбайнпа 11185 центнер, «Арабоси» агрофирмăри А.Васильев, Н.Васильев «Дон-1500» комбайнпа 10086 центнер тĕш тырă çапса тĕшĕлерĕç. Кĕлкешри «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ те пĕрчĕллĕ культурăсене чи малтан пухса кĕртрĕ. Вăтамран кашни гектартан 30,3 центнер тухнă вĕсен. Çитĕнтернĕ тыр-пула кĕске вăхăтра пухса кĕртессишĕн В.Ямуковпа Н.Николаев комбайнерсем хăйсен мĕн пур тăрăшулăхне пачĕç. Кăçал районĕпе 13186 гектар çинче тĕш тырă пухса илнĕ. Чылай çулсем сухаланмасăр выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе те ĕçсем аван пыраççĕ темелле. Ку тĕлĕшпе виççĕмĕш çул тăрăшатпăр. Çак ыйтăва кăçал çуркунне районта çивĕч çĕклерĕмĕр. Лару-тăрăва кĕске вăхăтрах йĕркелесе ярас тесе нумай тăрăшрăмăр. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн 3500 гектар ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртме тĕллев лартнă. Çав шутран 2800 гектарĕ çине кĕрхи, 700 гектарĕ çинче çурхи культурăсем акмалла тесе палăртнă. Усăсăр выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе «Арабоси» агрофирма, «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики, «АгроВладина», «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă обществăсем, «Павлов В.Ф.», «Картофель Плюс», «Арманова Е.В.», «Ямуков Г.Н.», «Сергеев В.М.» хресчен (фермер) хуçалăхсем лайăх ĕçленине палăртмалла.
Усăсăр выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртнĕшĕн патшалăх енчен тăкаксене саплаштараççĕ. Çак тĕллевпе район бюджетĕнчен 2 миллион та 287 пин те 500 тенкĕ, республика бюджетĕнчен 915 пин тенкĕ укçа пăхса хăварнă. Усăсăр выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси малалла пырать.
«АПК аталанăвĕ» наци проектне пурнăçа анлăн кĕртесси те пирĕншĕн чи пĕрремĕш тивĕç. Ку проектпа килĕшÿллĕн выльăх-чĕрлĕх отраслĕ те районта тивĕçлипе аталанса пырать. Кăçалхи 9 уйăхра пур категориллĕ хуçалăхсенче 2505 тонна аш-какай туса илнĕ, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 6,6 процент ытларах. Çĕр гектар çĕр пуçне шутласан районĕпе 54,2 центнер пулать. Ку кăтарту пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 14,1 процент ÿснĕ. Çак енĕпе «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики районта чи малта. Çĕр гектар çĕр пуçне шутласан вĕсен кăтартăвĕ - 78,4 центнер.
Сĕт туса илесси те районта начар мар, пурĕ 13316 тонна, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 3,0 процент нумайрах. Ку енĕпе «Шигали» хуçалăх, «Арабоси» агрофирма, «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики районта малта пыраççĕ. 9 уйăхра пĕр ĕне пуçне сĕт сăвасси 2869 килограмм пулнă, иртнĕ çулхи çак вăхăтри кăтартуран 85 килограмм нумайрах, е 3,1 процент ытларах суса илнĕ. Районĕпе 217 пин штук çăмарта туса илнĕ, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 3,5 процент ытларах.
Мăйракаллă шултра выльăхсен шучĕ те 2,6 процент ÿснĕ. Уйрăм хушма хуçалăхсем аталанасси те районта çÿллĕ шайра.
Юлашки çулсенчи кăтартусем чăннипех те савăнтараççĕ. Анчах та ку лăпланса лармаллине пĕлтермест. Пирĕн татах та малалла ĕçлемелле, тăрăшмалла.
Ял хуçалăх тата апат-çимĕç тирпейлекен промышленноçăн ĕçченĕсем уявĕ ячĕпе ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул, ĕçре çитĕнÿсем сунатăп.