АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Поселокра капмар çурт хăпарĕ

29 октября 2008 г.

 

Хальхи вăхăтра чылай хуçалăх, предприяти - организаци ура çине çирĕп тăрса пырать. Вĕсенчен пĕри - «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществи.

Вăл халăх валли хăтлă та капмар çурт-йĕр хăпартас енĕпе ăнăçлă ĕçлесе пырать. Виçĕ-тăватă хутлă нумай хваттерлĕ çуртсем купалаççĕ вĕсем. Хальхи вăхăтра кунти рабочисем поселокри Порфирьев урамĕнче 3 хутлă, 24 хваттерлĕ пурăнмалли çурт-йĕр хăпартассипе ĕçлеççĕ.

– Çурта хальхи технологисемпе усă курса çĕклетпĕр. Çавна май пахалăхлă строительство материалĕсемпе ытларах усă курма тăрăшатпăр. Халĕ кунта строительство ĕçĕсем кал-кал пулса пыраççĕ. Çуртăн никĕсне хывнă, çитес вăхăтра пĕрремĕш хутне хăпартма тытăнатпăр. А.Белов, Г.Александров каменщиксем, А.Данилов, В.Николаев, А.Павлов рабочисем иртен пуçласа каçченех çак объектра тăрăшса вăй хураççĕ. Ку уйăхра çĕр ĕçĕсене ытларах пурнăçлама тиврĕ, çавна май йĕри-тавра пылчăклă. Çакăн пек вăхăтлăх чăрмавсем кÿнĕшĕн çывăхра пурăнакансене пире, строительсене, тĕрĕс ăнланма ыйтатпăр. Хăвăрах ăнланатăр, строительство ĕçĕ çĕрпе çыхăннă май, кăткăс та йывăр, - терĕ И.Законов тĕп инженер кунти ĕç-хĕлпе паллаштарнă май.

«Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществи хута янă çуртсенчи хваттерсене «Çамрăк çемье» программăпа, ипотека кредичĕпе усă курса туянма пулать.

- Çитес çул Республика кунĕ тĕлне çак çурт-йĕре хута яма палăртатпăр. Анчах та чи пахи - хваттер туянакансем, пирĕн тавара илекенсем, пирĕн общество пирки ырă сăмах калани. Пур ĕçе те çакна тĕпе хурса йĕркелеме тăрăшатпăр, - тет И.Законов. Апла пулсан вĕсен пархатарлă ĕçне тивĕçлипе хакласса шанас килет.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика