АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чукун çул вокзалĕ тума тытăнчĕç

29 октября 2008 г.

Республика социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕнче малтисен ретĕнче пырасси чи малтанах, ĕçлесе пурăнмалли майлă условисем тунинчен, халăх пурнăçĕн пахалăхне тата ăс-хакăл çутлăхне ÿстернинчен, экономика ÿсĕмĕн хăвăртлăхне тивĕçтернинчен, инфраструктурăна аталантарнинчен килет. Юлашки çулсенче пирĕн районта инфраструктура аталанать. Çĕнĕ предприятисем уçăлаççĕ, поселок çĕнелсе пырать. Акă халĕ тепĕр пысăк пĕлтерĕшлĕ объект - чукун çул вокзалĕ хăпартма тытăнаççĕ. Çавна май ĕçлĕ визитпа пирĕн районта Чăваш Республикин Хула строительствин тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн министрĕн заместителĕ А.Лепилин, «РУКС» патшалăх унитарлă предприятин, «Суор» тулли мар яваплă обществăн представителĕсем пулчĕç. Район пуçлăхĕ В.Кириллов, райадминистрацин строительство тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пайĕн начальникĕ А.Тихонов, республика представителĕсем чукун çул вокзалĕ пулакан вырăна çитсе курчĕç, кăçалхи çул мĕнле ĕçсем пурнăçламаллине палăртрĕç. Вăл 50 вырăнлăх пулмалла. Ку вокзала хăпартма пурĕ 76 миллион тенкĕ уйăрма пăхнă. Вĕсенчен çак çул строительствăпа монтаж ĕçĕсем 17 миллион тенкĕлĕх тумалла. Генеральнăй подрядчикĕ - «Суор» тулли мар яваплă общество. Çитес вăхăтра кунта çĕр ĕçĕсем пурнăçлама тытăнаççĕ.

Унтан район пуçлăхĕ В.Кириллов, пай начальникĕ А.Тихонов, «РУКС» патшалăх унитарлă предприятин директорĕн заместителĕ Ю.Николаев тата ытти яваплă çынсем физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен комплекса хăпартнă çĕре çитсе курчĕç, кунти ĕç-хĕлпе тĕплĕн паллашрĕç. Хальхи вăхăтра кунта строительство ĕçĕсем графикпе килĕшÿллĕн пулса пыраççĕ. Комплекса тулаш енчен штукатурка, бассейн пулакан вырăнта строительство ĕçĕсем тăваççĕ. Тĕп подрядчикĕ - «ПМК Водоснабжение» тулли мар яваплă общество.

Пĕтĕмĕшле каласан пирĕн район çитес çул Республика кунне тивĕçлипе кĕтсе илме палăртать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика