25 октября 2008 г.
Октябрĕн 17-мĕшĕнче пирĕн районта «Çамрăксем - сывă пурнăç йĕркишĕн» акцие хутшăнса велокросс енĕпе Раççей кубокĕшĕн çиччĕмĕш тапхăрти ăмăртăвĕсем иртрĕç. Вăлах районăн уçă чемпионачĕ тата мала тухассишĕн йĕркеленĕ тупăшу пулчĕ. Ăмăртăва Ленинград, Свердловск, Чулхула облаçĕсенчен, Пермь, Уфа, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисемпе Патăрьел, Муркаш, Çĕмĕрле тата пирĕн районăн чи пултаруллă спортсменĕсем 100 яхăн хутшăнчĕç.
Акă велосипедистсем Ленин площадĕнче пĕр рете йĕркеленсе тăнă. Ăмăртăвăн тĕп судйи С.Архипов спортсменсем ăмăртăва хатĕрри çинчен район пуçлăхне В.Кириллова рапорт парать.
- Хаклă спортсменсемпе хăнасем! Вăрмар çĕрĕ пултаруллă спортсменсемпе пуян. Пекинра иртнĕ çуллахи XXIX Олимпиадăна пирĕн районтан кăна 3 спортсмен хутшăннă. Вĕсенчен пĕри, сирĕн пекех, Раççей спорт мастерĕ Вера Андреева велосипедист. Çĕнĕ Шулхан ялĕнче çуралса ÿснĕскер, çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Сире пурне те ун пек хастар пулма, паянхи тупăшура çĕнĕ çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх сунатăп, - терĕ Вячеслав Николаевич.
Ун хыççăн спортсменсене ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн заместителĕ А.Яковлев саламларĕ.
Ăмăрту ялавне çĕклеме чи пултаруллă спортсменсене ирĕк параççĕ, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Гимнĕсем мăнаçлăн янăраççĕ.
С.Архипов тĕп судья ăмăрту йĕркипе паллаштарать.
Спортсменсем ăмăрту пулакан вырăна, Ара юхан-шывĕ хĕрринчи çарана çул тытаççĕ.
Часах ăмăртусем пуçланаççĕ. Трасса вара пĕрре те çăмăл мар.
Чи малтанах старта 1997-1998 çулсенче çуралнă арçын ачасем тухаççĕ. Ку ушкăнра Вăрмарти А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнчи С.Сергеев чи пултарулли пулчĕ, пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.
1995-1996 çулхисем хушшинче Д.Яковлев (Кивĕ Вĕренер) виççĕмĕш вырăна тухрĕ.
1993-1994 çулсенчи хĕр ачасенчен Вăрмарти А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнчи О.Иванова виççĕмĕш пулчĕ.
1991-1992 çулсенчи велосипедистсенчен И.Тимофеевăн (Вăрмар) виççĕмĕш вырăнпа килĕшме тиврĕ.
Мала тухнă спортсменсене грамотăсемпе наградăланă, парнесем панă.
Октябрĕн 18-19-мĕшĕсенче пирĕн район спортсменĕсем Çĕнĕ Шупашкар тата Шупашкар хулисенче Раççей кубокне çĕнсе илессишĕн ирттернĕ саккăрмĕш тата тăххăрмĕш тапхăрти ăмăртăвĕсене хутшăннă, лайăх результатсем кăтартнă.
Паян вĕсем Ижевскра иртекен финалти ăмăртусене хутшăнаççĕ. Тепĕр кунхине кунтах Раççейре мала тухассишĕн тупăшаççĕ тата Раççей чемпионачĕ пулать. Чи вăйлисем вара тĕнче шайĕнче ирттерекен велокросра хăйсен вăйĕсене виçĕç.