25 октября 2008 г.
Кашни кĕркуннепе çуркунне çамрăк каччăсемшĕн яваплă тапхăр - призыв вăхăчĕ. Вĕсем хăйсен салтак тивĕçне типĕ çĕр çинчи çарсенче, Тинĕс-çар флотĕнче, ракета çарĕсенче тата ытти çĕрте те пурнăçлĕç. Камсем тăрĕç-ха салтак ретне? Çамрăк ашшĕсемсĕр пуçне малашне ача çуратма хатĕрленекен хĕр арăмсен упăшкисене те, ватă çынсен ачисене те çара илеççĕ. Яллă вырăнсенче ĕçлекен врачсемпе учительсем те салтак атти тăхăнĕç.
Салтак тивĕçĕнчен пăрăнса çÿрекенсем те тупăнсах тăраççĕ. Призывниксене малашне вырăнти çар ĕç комиссариатĕнчен повестка парсан вĕсем палăртнă вăхăта пымаççĕ пулсан, хыççăнах районти шалти ĕçсен пайĕнчен повестка пырĕ. Çамрăксен вара саккун умĕнче явап тытма тивет. Халичченхи пек вĕсене призыв вăхăтĕнче кăна шырамĕç, çулталăкĕпех вĕсен йĕрĕ çинче пулĕç. Ку ĕçе районти миграци службине те явăçтараççĕ.
Тăван çĕр-шыва сыхлама каясси мĕн ĕлĕкрен хисеплĕ пулнă. Çакна халĕ хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕсем те ăнланасшăн мар. Тĕрлĕ сăлтавсем тупса ачисене салтака ярас мар тесе çÿреççĕ. Ачисем вара вĕсем тăрăшнине урăхла ăнланаççĕ пулас, шел пулин те киревсĕр ĕçсене хутшăнаççĕ те «йĕплĕ пралук» леш енне лекекеннисем те пулаççĕ е тата ытти те. «Чавса çывăх та çыртма çук», - тет кун пек чух чылайăшĕ. Апла ан пултăр тесен ача хăй вăхăчĕпе салтака кайса килтĕр тесех тăрăшмалла, мĕншĕн тесен вĕсем салтакран чăн-чăн çирĕп çынсем пулса таврăнаççĕ. Тивĕç - тивĕçех, ăна пурнăçламалла.
Хальхи вăхăтра çамрăксем медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухаççĕ. Кунта вĕсене район больницинчи врачсем тĕплĕн тĕрĕслеççĕ. Кирлĕ пулсан, сывалма стационара та вырттараççĕ тата ытти тĕрлĕ мерăсем йышăнаççĕ.