25 октября 2008 г.
Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн «Йывăç ларт та ăна упра» Указа Васильево станцин Тĕрлемесри производство участокĕнче вăй хуракансем тĕллевлĕ пурнăçлаççĕ. Унăн пуçлăхĕ Владимир Николаевич Михайлов палăртнă тăрăх, ку предприяти «Канаш - Хусан» чукун çулăн икĕ айккипе хÿтлĕхшĕн лартнă йывăçсене пăхса тăрать. Пурĕ 650 гектар шутланать. Вĕсенчен 182 гектарĕ пирĕн район çĕрĕ çине кĕрет. Акă нумаях пулмасть кунта тăрăшса вăй хуракансем 600 тĕп йывăç лартса хăварчĕç. Унпа пĕрлех вĕсем чукун çул хĕррипе вырнаçнă вокзалсене тирпей-илем кĕртме, йывăç-тĕмсене касса тирпейлеме пулăшса тăраççĕ. Çак предприяти çулсеренех пурлăхпа техника базине вăйлатса пырать. Пахалăхлă ĕçлемешкĕн çĕнĕ техника туяннă, рабочисемшĕн тăрăшса ĕç условийĕсене лайăхлатнă.
Палăртма кăмăллă: Владимир Николаевич йывăç-тĕм лартнипе пĕрлех хăй пурăнакан вырăна тирпей-илем, хăтлăх кĕртме тăрăшать. Нумаях пулмасть поселокри Железнодорожниксен урамне вак чул сарса çула хăпартрĕ. Çавна май Ырă ĕçсен çулталăкĕнче тепĕр ырă ĕç турĕ.