25 октября 2008 г.
Ырă ĕçсен çулталăкĕнче Тикаш ял тăрăхĕнче усăллă чылай ĕçсем туса ирттерме тăрăшатпăр. Ку ĕçе пирĕн депутатсем те активлă хутшăнаççĕ. Тикаш суйлав округĕпе район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ А.Ульянов лайăх пуçару турĕ. Тикаш ялĕн айккинчен тунă асфальтлă «Вăрмар - Тикаш - Хĕрлĕçыр» маршрутлă автоçул хĕррипе йывăçсем лартса хăварма сĕнÿ пачĕ. Эпир хаваспах килĕшсе хĕрÿ ĕçе пуçăнтăмăр. Çĕнĕ Вĕренерти сад пахчинчен слива, груша, терн йывăççисем кăларса килтĕмĕр. Анатолий Витальевич вара Патăрьелĕнчи питомникрен улмуççи йывăççисем кÿрсе килчĕ. Çапла вара йывăçсемпе тĕмсем лартмалли кĕркуннехи уйăхлăхăн пĕр кунĕнче иртен пуçласах автоçул тăршшĕпех ĕç вĕресе тăчĕ: пĕрисем малтан чавса хатĕрленĕ шăтăксем патне çимĕç паракан тĕмсем хатĕрлесе хучĕç, теприсем органикăллă удобренисемпе апатлантарчĕç, виççĕмĕшĕсем çимĕç паракан йывăçсемпе тĕмсем лартрĕç, ял çыннисен пĕр ушкăнĕ лартнă йывăçсене шăварчĕ. Çакна палăртма кăмăллă: йывăçсемпе тĕмсем лартма граждансем нумаййăн хутшăнчĕç. Вĕсенчен кашниех тăван яла, тавралăха илем кĕртессине хăйĕн тивĕçĕ тесе шутлать. Йывăçсем лартассине ячĕшĕн кăна пурнăçламан, малтан палăртса хунă схемăпа, 15 тĕрлĕ улмуççи сорчĕсем хушшине слива, терн тата груша тĕмĕсем лартса хăварнă.
Пирĕншĕн халĕ тĕп тĕллев - лартнă йывăçсене тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстересси.