АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Такăр çул пултăр вĕсене

25 октября 2008 г.

 

Ыран Раççейре Автомобиль транспорчĕн ĕçченĕсем хăйсен профессиллĕ уявне паллă тăваççĕ. Çавсен хушшинче эпĕ нумайранпа пĕлекен, халĕ АТПра вăй хуракан Анатолий Васильевич Герасимов та пур. Вăл уяв кунĕнче те руль умĕнче пулма пултарать, вĕсен ĕçĕ çавăн пек, пĕрмаях çул çÿревçĕсене турттармалла. А.Герасимов 1954 çулхи октябрĕн 16-мĕшĕнче Кивĕ Мăнтăр ялĕнче кун çути курнă. Пысăк Енккассинче вăтам шкула ăнăçлă вĕренсе пĕтерсен Кÿкеç поселокĕнче автошкулта ăс пухать те водитель удостоверенине алла илет. Хĕсметре вăл Алма-Ата патĕнче пулать. Çартан таврăнсан Вăрмарти «Сельхозхими» пĕрлешĕвĕнче водитель пулса вăй хума пуçлать. Анчах туять çамрăк унăн автобуспа ĕçлес килнине, çавăнпа та вăл 1982 çулта АТПна ĕçе кĕрет те, мĕн паянхи кунчченех 26 çул хушши асăннă организацинче автобус водителĕнче тăрăшать. Çакăнта каласа хăварни те вырăнлă пулĕ тетĕп. Автобус çинче вĕсем иккĕн ĕçлеççĕ. А.Герасимовпа пĕрле ĕçлекен В.Евстафьев каланă тăрăх, Анатолийпе пĕрле 26 çул хушши ĕçлеççĕ, автобусĕсем улшăннă-ха вĕсен, анчах та хăйсем пĕрмаях юнашар. Вĕсен туслăхĕнчен ыттисем тĕслĕх илме тăрăшаççĕ. Çак вăхăт хушшинче вĕсен нихăçан та нимĕнле хирĕçÿ те пулман. АТПри директорăн пассажирсене турттарас енĕпе ĕçлекен çумĕ Ю.Викторов Анатолин ĕç дисциплини çирĕп пулнине, ăна нихăçан та пăсманнине палăртать. Плансене илес пулсан, малтан, самани улшăниччен, йĕркеллех пурнăçласа пынă-ха, ирттерсе тултарнă уйăхсем те пулнă. Халĕ те А.Герасимовăн ĕç кăтартăвĕ АТПри вăтам кăтартуран кая мар. Сĕрмелли-çунтармалли материалсене перекетлеме, кăткăс техникăна яланах юсавлă тытма тăрăшать вăл. Техникăна юратать, çавăнпа та юсав ĕçĕсене слесарьсемпе пĕрле пурнăçлать. Пассажирсемпе яланах кăмăллă, сăпайлă, тÿрккес мар, ваттисемпе, çамрăксемпе те пĕр чĕлхе тупма пултарать. Хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçлать. Акă илер-ха пĕр тĕслĕх. Эпĕ Вăрмара кайнă чухне чарăну тĕлне темĕнле васкасан та ĕлкĕреймерĕм, автобус тапранса кайрĕ вĕт. Пăхатăп, нумаях та каймарĕ, чарăнчĕ. Мана кĕтсе илсен тин тапранса кайрĕ. Нумай çул хушши ăнăçлă ĕçленĕшĕн А.Герасимовпа В.Евстафьева администраци çĕнĕ техника парать. Анатолий Васильевич пассажирсене Шупашкара, районти ялсене турттарать. Командировкăна Сĕве хулине çÿрет. Çак вăхăт хушшинче миçе пин пассажир турттарнă, миçе пин километр чупнă пулĕ, нумай паллах, питĕ нумай. Çавăнпа та ăна хăйсен уявĕ ячĕпе саламласа унăн çулĕ яланах такăр пултăр тесе ырă сунас килет.

Анатолий Васильевича 1994 çулта «Аварисĕр ĕçленĕшĕн» знакпа наградăланă. 2000 çулта унăн сăн ÿкерчĕкне районти Хисеп хăми çине кĕртнĕ. 2003 çулхи октябрĕн 27-мĕшĕнче ăна РФ Транспорт министерстви «Автотранспортăн хисеплĕ ĕçченĕ» ят панă. Укçан та хавхалантарнă. 2007 çулхи октябрь уйăхĕнче Анатолий Герасимов «Автотранспорт ветеранĕ» ята тивĕçнĕ, ăна диплом парса хавхалантарнă. Нумай çул ăнăçлă ĕçленĕшĕн Раççей Федерацийĕн Транспорт министерствин Хисеп грамотине, «Чувашавтотранс» управленин Тав хутне, Канашри автотранспорт пĕрлешĕвĕн грамотине илме тивĕç пулнă Анатолий Васильевич.

Пĕр-ик сăмах çемйи çинчен çыраса хăварар. Анатолий 1977 çулта хăйсен ялĕнчи Юльăпа çемье çавăрать, вĕсем ывăлпа хĕр пăхса ÿстернĕ, Андрей Шалти ĕçсен министерствин Чулхула академийĕн Шупашкарти филиалне вĕренсе пĕтернĕ. Халĕ районти шалти ĕçсен пайĕнче вăй хурать.

Хĕрĕ, Альбина, Чăваш ял хуçалăх академийĕнче алла хĕрлĕ диплом илсе çавăнтах тăрăшать. Анатолин мăшăрĕ Юля шкулта физкультура учителĕ пулса ĕçленĕ, халĕ тивĕçлĕ канура. Вĕсен 4 мăнук.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика