25 октября 2008 г.
Пирĕн районта летчик-космонавт, Раççей Геройĕ, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Н.Бударин пулчĕ. Вăл чи малтанах район пуçлăхĕпе В.Кирилловпа тĕл пулчĕ, районăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕпе кĕскен паллашрĕ.
Унтан «Вăрмарти механика завочĕ» акционерсен уçă обществине çитсе курчĕ. Ку завод ĕçлеме пуçлани нумаях пулмасть-ха, çапах та кăтартăвĕсем курăмлă. Кунта лифтсем, газ котелĕсем тата промышленноç тракторĕсем валли тĕрлĕ детальсем туса кăлараççĕ. Çавăн пекех тĕрлĕрен заказсем йышăнса халăх ыйтăвĕсене тивĕçтереççĕ. Завода район администрацийĕ тăрăшнипе Чупайĕнче çуралса ÿснĕ Алексей Васильевич Тимофеев инвестор аталантарса янă. Кунти ĕçе О.Венедиктов генеральнăй директор йĕркелесе ертсе пырать. Н.Бударин кунта ĕçлекенсемпе тĕл пулса калаçрĕ. Кун хыççăн Пысăк Енккассинчи тин çеç уçăлнă çĕнĕ шкулта пулчĕ. Вĕрентекенсемпе, шкул ачисемпе тĕл пулса кĕскен хăйĕн биографийĕпе, депутат ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Çапла вара унăн кăткăс ĕçĕ-хĕлĕ пурне те интереслентерчĕ. Тĕл пулу вĕçленеспе чаплă хăнапа асăнмалăх сăн ÿкерттерчĕç.