25 октября 2008 г.
Пирĕн районта иртнĕ Министерство кунне Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Р. Лизакова, заместителĕ Т.Казакова, массăллă информаци хатĕрĕсен тата информаци политикин пайĕн пуçлăхĕ М.Авдеев, этноконфесси çыхăнăвĕн тата культура пуянлăхне сыхлассипе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ М.Краснов, министерствăри организациллĕ ĕçсен секторĕн специалист-эксперчĕ В.Кошкин, министерствăн право йĕркисемпе ĕçлекен секторăн заведующийĕ С.Портнова, архив ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ В.Ткаченко, Чăваш Республикин наци библиотекин директорĕн заместителĕ В.Григорьева, Чăваш патшалăх культура тата искусство институчĕн наукăпа методика пайĕн пуçлăхĕ Е.Тимофеева, республикăри халăх пултарулăх çурчĕн директорĕ Л.Чернова хутшăннă. Чи малтанах Р.Лизакова ертсе пыракан ушкăн район пуçлăхĕпе В.Кирилловпа тĕл пулнă, районти культура аталанăвĕн хăш-пĕр ыйтăвĕсене сÿтсе явнă. Унтан темиçе ушкăна пайланса районти культура учрежденийĕсене, музее, ачасен искусство шкулне, Мăнçырмари Тихвински Турă амăшĕн чиркĕвне çитсе курнă, вĕсенчи ĕç-хĕлпе тĕплĕн паллашнă.
Район пуçлăхĕ В.Кириллов, Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Р.Лизакова, райадминистрацин культура, социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕн пуçлăхĕ Г.Петрова Культурăпа кану центрне çитсе курчĕç. Вĕсем кунти дискотека, тĕрлĕ мероприятисем ирттерекен залсене çĕнетмеллине палăртрĕç. Çак залсенче çутă çителĕклĕ мар, вăл вара электричествăпа тивĕçтерес кăлтăксемпе çыхăннă. Ăна татса парас тесен, электропроводасене улăштарса çĕнĕ плафонсем лартмалла. «Республикăра культура учрежденийĕсене çĕнетес ĕç пырать. Çавна май ку ĕçсене пурнăçлама тата пурлăхпа техника базине пуянлатма республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрма палăртнă», - терĕ Р.Лизакова министр. Унтан ĕçлĕ ушкăн кунта вырнаçнă методика центрĕнче пулчĕ, 2008 çулта иртекен мероприятисен планĕпе тата ытти документсемпе паллашрĕ. Калаçу вăхтĕнче Роза Михайловна культура ĕçченĕсен ĕç укçи пирки те тĕплĕн чарăнса тăчĕ, ĕçе вăхăтра тата пахалăхлă туса пыракансене хавхалантармалли мелсене те кĕртмеллине палăртрĕ вăл. Çавăн пекех календарь планне йĕркелессипе методика сĕнĕвĕсем пачĕ. Унсăр пуçне Культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсен халăха тÿлевлĕ пулăшу ĕçĕсем ытларах памалли пирки те каларĕ. «Ăна пурнăçлас тесен ял тăрăхĕсене концертсемпе, спектакльсемпе ытларах тухса çÿремелле, Культурăпа кану центрĕнче халăха интереслĕ мероприятисем тăтăшах йĕркелемелле», - терĕ Р.Лизакова министр хăйĕн сăмахне вĕçленĕ май.
Ĕçлĕ çул çÿрев малалла ытти культура учрежденийĕсене пулчĕ. Çак кунах çÿлерех асăннă министерствăн массăллă информаци хатĕрĕсен тата информаци политикин пайĕн пуçлăхĕ М.Авдеев районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕн сотрудникĕсемпе тĕл пулчĕ. Вăл район хаçачĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашрĕ, кирлĕ сĕнÿсем пачĕ. Редакци ĕçченĕсен енчен те ыйтусем чылай пулчĕç.
З. ПАВЛОВА.
АРАПУÇ. КĔТЕСНЕР. Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ Т.Казакова ертсе пыракан ушкăн Арапуç тата Кĕтеснер ял тăрăхĕсенче пулчĕ. Чи малтанах Арапуçĕнче пулса ялти культура учрежденин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Иванов кăçал хăйсем культура çуртне юсаса тирпейлени, тĕслĕх библиотекăна урăх пÿлĕме куçарни тата ытти туса ирттернĕ ĕçсем пирки чарăнса тăчĕ. Юсав ĕçĕсене ытларах, нимелле темелле ĕнтĕ, вырăнта ĕçлекенсем хăйсен вăйĕпе тунă. Ялсенчи библиотекăсене çĕнетесси пирки ЧР Президенчĕ Указ та кăларнă. Çавна тĕпе хурса тăрăшаççĕ ĕнтĕ икĕ ял тăрăхĕнче те. Çĕнĕ йышши техника: компьютер, телевизорсем пур. Пур çĕрте те интернетпа çыхăну тытаççĕ. Библиотекăсенче тирпейлĕ, ăшă. Арапуçĕнчи библиотекăра вулав залĕ уйрăм. Ял халăхне килсе çÿреме те меллĕ. Кунта вăй хуракансем юсав ĕçĕсене ырана хăварман темелле, анчах та туса çитермеллисем те пур-ха.
Кĕтеснерти культура çуртĕнче вара ĕçсем чаплах теме çук. Юсав ĕçĕсене пуçăннă, вĕçне çитерме укçи-тенки хĕсĕкрех пулас. Кĕтеснерсем мĕн пуррине упраса ĕçлеççĕ, хăйсен вăйĕпе ташă каçĕсем ирттерме пурлăхпа техника базине пуянлатнă, спорт залне те тума пуçланă. Библиотекăра хăтлă та тирпейлĕ, тĕрлĕ стендсем, ятарлă темăпа кĕтессем пур. Ĕçлĕ визитпа килнĕ хăнасем икĕ ял тăрăхĕнче те канцеляри докуменчĕсене мĕнле йĕркелесе тытса пынипе кăсăкланчĕç, кирлĕ сĕнÿсем пачĕç.
А. НИКОЛАЕВА.