АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хастар чун-чĕреллĕ ветеран

22 октября 2008 г.

 

Халăхра йăларан-йăлана куçса пыракан каларăш пур: «кайăк хитре тĕкĕпе, этем хитре ĕçĕпе». Çак сăмахсен тĕшши питĕ пысăк, техĕмлĕ. Чăваш ялĕсенче ĕçпе чапа тухнă çынсем чылай. Пирĕн районта та ав ĕçчен те хисеплĕ ватăсене сума суса хисеплеççĕ çамрăксем.

Вăтакас ялĕнче пурăнакан, кунтах çуралса ÿснĕ, кунтах хăйĕн телейне тупнă ветеран Татьяна Федотовна Нимакова çинчен тапратас килет сăмахăма. Вăрçăпа ĕç ветеранĕ вăл. Аманнă салтаксене сиплеме те тивнĕ çамрăк санитаркăн. Кăмăлпа та, эмелпе те, йăлтăр кулăпа та салтаксен чунне çĕклентернĕ, çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă, сиплев курăкĕсене пуçтарса эмелсем хатĕрлесе панă. Сакăр теçеткере пырать пулсан та çак ырă йăлана пăрахмасть хавшак чун-чĕреллĕ хĕрарăм. Кашни çулах тĕрлĕ эмел курăкĕсене типĕтсе хатĕрлев кантурне леçсе парать. Юр кайса пĕтнĕ-пĕтменех тытăнать вăл çак пархатарлă ĕçе. Кăçалхи çул пин çурă тенкĕлĕх хатĕрлерĕ. Килес çул татах та ытларах пуçтарма тĕллев лартнă. Ялти çынсем унăн иксĕлми хастарлăхĕнчен, тараватлăхĕнчен тĕлĕнсе тăраççĕ. Пур çĕре те çитме тăрăшать вăл, ĕлкĕрет те. Грузипе Кăнтăр Осети хушшинчи вăрçăна чун-чĕрепе хурланса сивлерĕ. Нумай халăх йывăрлăха кĕрсе ÿкрĕ ун чухне. Вĕсене пулăшма нумай çын сăмах пачĕ. Сăмахпа çеç мар, тăхăнмалли çи-пуçпа, çимелли таранах пулăшакан акци пункчĕсем уçăлчĕç. Паллах, кусен йышĕнче укçа-тенкĕ ыйтăвĕ те айккинче юлмарĕ. Татьяна Федотовна вара нумай шутласа тăмарĕ, михĕне типĕтнĕ улма, килте çыхнă нуски-алсиш çыхрĕ те районти социаллă пулăшу центрне леçсе пачĕ. Пĕрре те пушă вăхăта ахаль ирттермест çакскер. Иртнĕ çул сăвă кĕнеки те кун çути кăтартма пултарчĕ. Поэт туйăмĕллĕ чун-чĕреллĕ хĕрарăм сăвăсем шăрçалама ăста. Мăнукĕсем вара сăвăсем шыраса паллă поэтсен кĕнекисенчен мар, асанне арчинченех тупаççĕ. Кÿршĕри шкул ачисем те тĕрлĕ ыйтусемпе Татьяна аппа патне пыраççĕ, усăллă канашсем илеççĕ. Ваçил пиччепе Татьяна аппа виçĕ хĕрпе икĕ ывăл пăхса çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Пурте çемьеллĕ, ăслă-тăнлă. Шел, çак телее мăшăрĕ кĕтсе илеймерĕ çав. Сарăмсăр уйрăлса кайрĕ. Ачисемпе мăнукĕсем яла час-часах килсе сăмахпа та, ĕçпе те пулăшса ватăна хавхалантараççĕ, малашлăхра ырлăх-сывлăх сунаççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика